Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ача амăшне халалласа

Районта “Çемье” программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пырать. Унпа килĕшÿллĕн тĕп больницăра “Хĕрарăм сывлăхне упрассишĕн”, “Çемьене планласси” консультаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕсенчи ача-амăшĕ-героиньăсен, пĕччен пурăнакан амăшĕсен пурнăç условийĕсемпе интересленнĕ. Тĕслĕх библиотекăсенче уявпа çыхăнтарнă кĕнеке выставкисем хатĕрленĕ. Турхан ял тăрăхĕнче, акă, “Кăмăллă анне”, Алманчăра “Мана ÿстерекен хĕрарăма халалласа” музыкăпа литература каçĕ ирттернĕ. Нăрваш Шăхалĕнче “Ашшĕ, амăшĕ, ачисем” выставка-канаш ĕçленĕ. Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра “Этемĕн пуçламăшĕ эсĕ, чăваш амăшĕ”, Первомайскинче “Аннене пуç таяр”, Тăрăнта “Ман анне çĕр çинче пĕрре”, Туçара “Аннесем, асаннесем, кукамайсем” выставкăсем йĕркеленĕ. Сăкăтра “Анне – чи хакли” çавра сĕтел тавра ларнă. Хирти Пикшикри халăх театрĕ “Анне – мухтавлă ят” инсценировка ларт-нă, ял тăрăхĕнче алă ĕçĕсен выставки йĕркеленĕ.

Районти шкулсенче вĕренекенсем “Анне чĕри” сочиненисен конкурсне хутшăннă. Тăрăнти тĕслĕх библиотекăна кану каçне нумай ача амăшĕсене, ывăлĕсене çар ретне ăсатнисене чĕннĕ.

Çĕньял ял тăрăхĕнче аннесен уявне эрнелĕх планпа ирттернĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче “Супер-анне” конкурс иртнĕ. Унта улттăн хутшăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 декабря 2006
00:00
Поделиться