Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитменнисен преступленине чакарассишĕн

Юлашки вăхăтра çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ÿссе пырать. Çакă прокуратура органĕнче ĕçлекенсене те пăшăрхантарать. Сăмахран, кăçалхи вунă уйăхри кăтартусем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 33 процент ытларах!

Çакă преступленипе çыхăннă ачасемпе профилактика тăвакан органсем çителĕксĕр ĕçленине пĕлтерет. Район прокуратури çумĕнчи ĕç ушкăнĕнче çул çитменнисемпе ĕçлекен ятарлă çынсем пур. Ку тĕлĕшпе вĕсен те хăйсен витĕмлĕхне ÿстермелле. Ноябрь уйăхĕнче районти шалти ĕçсен пайĕ, халăха социаллă пулăшу паракан центр, ĕçсĕррисен центрĕ, вĕрентÿ управленийĕн уйрăмĕ, уголовлă ĕçсемпе тимлекен инспекци, врач-нарколог хутшăнса черетлĕ лару ирттернĕ.

Çул çитмен ачасем преступлени тăвассине анализ тунă хыççăн профилактика ĕçĕ çителĕксĕр пулса пынине палăртнă. Район прокуратури çак тĕллевпе сахал мар тимлет темелле. Вунă уйăхра хамăр енчен хăш-пĕр тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çак тапхăрта çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе çыхăннă саккуна пăснă 73 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене пĕтерес тĕллевпе 10 протест çырнă, 12 ыйтăва татса пама суда янă, 25 представлени пулнă, вĕсемпе должноçри 19 çынна явап тыттарнă. Унсăр пуçне район прокуратури РФ административлă йĕрке çинчен калакан Кодексăн 5.35 статйипе килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн 12 административлă уголовлă ĕç пуçарнă.

Çул çитмен ачасем преступлени тăвассинчен пăрăнччăр, çак ĕçе тĕрĕс ăнланччăр тесен, вĕсемпе çыхăннă мĕн пур субъектсен çак ыйтупа тĕплĕн ĕçлемелле.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 декабря 2006
00:00
Поделиться