Эрнери ĕçе пĕтĕмлетнĕ
Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисен канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов иртнĕ эрнере пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашне пурнăçламалли тĕллевсене çивĕчлетнĕ.
Çитес çур акине хатĕрленсе районта вăрлăхсене тасатас ĕç пырать. Паянхи куна мĕн пур вăрлăхăн 42 проценчĕ кондициллĕ, 25 проценчĕ элитăллă вăрлăхсем, 53 проценчĕ 1-4-мĕш репродукциллĕ.
Районта хутмалли тапхăр пăтăрмахсăр пулса пырать. Резерв валли хатĕрленĕ топливо çителĕклĕ. Çынсем çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн вăхăтра татăлса пыраççĕ.
Канашлура хĕллехи тапхăрта çул-йĕре ăнăçлă тытса тăрас, ыйтăва та хускатнă. Ку енĕпе районта ДРСУ яваплă. Юлашки кунсенче çанталăк палăрмаллах ăшăтнине пула шыв каякан пăрăхсене ăнăçлă пăхса тăмалла.
Районта Пăла юхан шывĕн çулне тỹрлетес ĕç малалла пырать. Унăн подрядчикĕ - "ТПК "Шыгырдан" тулли мар яваплă общество. Объекта декабрь вĕçĕнче ямалла. Паянхи куна мĕн пур ĕçĕн 90 процентне пурнăçланă.
Хальхи вăхăтра вĕрентỹ учрежденийĕсен ертỹçисене аттестацилес ĕç пырать. Шкул директорĕсемпе вĕсен заместителĕсем, шкул çулне çитмен учрежденисен заведующийĕсем аттестаци комиссийĕ витĕр тухнă.
Декабрь уйăхĕ районшăн паллă кунсемпе пуян пулмалла. Çывăх вăхăтрах Шăнкăртамра врач офисĕ, Анат Туçапа Аслă Чементе тĕслĕх, Патăрьелĕнче ачасен тĕслĕх библиотеки уçăлмалла.
Иртнĕ эрнере кашни ял тăрăхĕнчех Инвалидсен кунне паллă тунă.
Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухса çивĕчлетнĕ.