Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитес çул мĕн акасшăн, агроном

 Хресчен уй-хирти тыр-пула тата пахча çимĕçе пуçтарса тирпейлерĕ. Халĕ çитес çулхи тухăç шухăшлаттарать.

Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕслени мĕн кăтартрĕ-ха?

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - кондицие ларнă, иккĕмĕш- кондицие ларман, виççĕмĕш - çум-курăк вăррипе тасамарланнă (процентпа).

Улма-çырла питомникĕ 100

Исток 100

Гвардеец 87 13 13

Знамя 77 23 23

Красное знамя 73 27 27

Заря 62 38 38 Т

руд 52 38 28

Родина 62 38 38

Батыревский 45 55 55

Ленин ячĕллĕ 41 59 39

Малалла 33 67 67

Первомайск 24 76 76

Мир 10 90 41

Звезда 9 91 88

Хастар 5 95 89

Тойси 2 98 80

Районĕпе 42 58 55

Асăрхаттарни: "Тат.Сугутский", "Колос" хуçалăхсем вăрлăхсене тĕрĕслеме тăратман. "Дуслык", "Югель", "Булинская" хуçалăхсенчен илсе килнĕ вăрлăхсем çỹп-çаплă пулнипе кондицие ларман. "Родник", "Ленинец" хуçалăхсен вăрлăхĕсем хальлĕхе тĕрĕслевре-ха.

Районĕпе илсен элита вăрлăх 25 процент, 1-4 репродукцилли - 53, сортлă марри - 15 процент. Нумай çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене пĕр хуçалăх та тĕрĕслеттермен-ха.

Тин кăна пуçтарса хунă вăрлăха кĕлетре сăвăс ернĕ тĕслĕхсем пур. Ун пек вăрлăх "Мир" хуçалăхра 29 процент. Районĕпе нỹрĕ вăрлăх 0,6 процент. "Хастар" хуçалăхра  6, "Звездара" - 3. Начар шăтакан вăрлăх "Тойси" хуçалăхра 18, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче 20 процент, районĕпе - 2. Хурт-кăпшанкăпа сиенленнĕ вăрлăха "Знамя", "Труд", "Мир", "Хастар" хуçалăхсенче асăрханă.

 "Дуслык", "Малалла", "Тойси", "Исток", "Знамя", "Труд", "Батыревский" хуçалăхсенче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче вăрлăх тасатассипе ятарлă звеносем ĕçлеççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 декабря 2006
00:00
Поделиться