Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волейбол турнирĕ

 

Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ "Труд" ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекенсем 60-мĕш çулсенче кукуруза çитĕнтерес енĕпе Раççей Федерацийĕ шайĕнче палăрнă, "Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ Лавр Васильевич Селиванова асăнса волейбол вăййине юратакансем хушшинче йăлана кĕнĕ турнир йĕркелерĕç. Кăçалхи турнир, каярах юлчĕ пулин те, питĕ кăмăллă та хаваслă иртрĕ.

Ăмăртăва яланхи пекех ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекенсем, учительсемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Ăмăрту парадĕнче Лавр Васильевичпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ ĕçпе спорт ветеранĕсем В.Яковлевпа В.Бородкин тата унăн ывăлĕсем Геннадипе Юрий ун çинчен аса илсе калаçрĕç, çак ăмăртăва малашне те ăнăçлă ирттерсе пыма сунчĕç.

Тĕл пулусем çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Командăсем пĕр-пĕринпе пĕр шайра тупăшни куракансене те тыткăнларĕ. Вĕсем хăйсен юлташĕсемшĕн хумханса та савăнса "чирлерĕç".

Акă, сăмахран, иккĕмĕш бригада ĕçченĕсемпе шкул ачисем пĕр-пĕринчен выляса илсе виççĕмĕш тапхăр вылярĕç. Иккĕмĕш бригада ĕçченĕсем çĕнтерчĕç. Вĕсем пĕрремĕш бригада ĕçченĕсемпе те çакăн пекех виçĕ тапхăр тупăшрĕç. Анчах та вăйлăраххисем кунта иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕсем _ пĕрремĕш бригада ĕçченĕсем пулчĕç. Вĕсем ытти командăсенчен 2:0 шутпа выляса илсе кăçал та çак турнирăн çĕнтерỹçи пулса тăчĕç.

Çивĕч тупăшура иккĕмĕш вырăна иккĕмĕш бригада ĕçченĕсем йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн виççĕмĕш бригада ĕçченĕсемпе шкул ачисен хушшинче çивĕч тупăшу пычĕ. Курма пуçтарăннисем виççĕмĕш бригада командине темле те хавхалантарса пычĕç. Ку командăра Лавр Васильевичăн ывăлĕсем те вылярĕç. Анчах та шкул ачисем сахалтарах йăнăшсем турĕç, виççĕмĕш вырăна йышăнчĕç. Турнира хутшăннă тăватă командăна та укçан премилерĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 декабря 2006
00:00
Поделиться