Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шашистсен ăмăртăвĕнче

 

Кăçал та йăлана кĕнĕ йĕркепе кĕр вĕçĕнче шашкăлла выляса районта командăсем хушшинче мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Шел пулин те, ытти çулсенче вĕсенче ăнăçлă вылякан Сăкăт, Нăрваш Шăхаль, вăрман хуçалăх командисем ăмăрту пуласси çинчен пĕлмен пулмалла. Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула виçĕ ял тăрăх шашисчĕсем çеç килсе çитрĕç.

Командăсем сахал пулин те, сĕтел хушшинчи вăйăсем çивĕч иртрĕç. Ытти çулсенче ăмăртусене çỹресех кайман Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн шашисчĕсем малтанхи вăйăрах Кзыл Чишмасене 4:2 шутпа çĕнтерчĕç. Кзыл Чишма шашисчĕсене Патăрьелсем те çăмăлах çĕнтерчĕç. Талгат Абянов хатĕрленĕ Тутар Сăкăтсене те район центрĕн шашисчĕсем часах çĕнтерчĕç.

Шучĕ сахаллине кура, ăмăрту йĕркелỹçисем командăсене пĕр-пĕринпе иккĕмĕш хут выляма кирлине палăртрĕç. Малтанхи вăйăсенче çĕнтернĕ командăсем иккĕмĕш тĕл пулусенче те вăйлăрах пулчĕç.

Юлашки вăйă умĕн очкосен шучĕ Патăрьелсемпе Тутар Сăкăтсен пĕр-пекех, 12-шер пулса тăчĕ. Юлашки вăйăра икĕ команди те, çине тăрса выляса, пĕр-пĕрне çĕнтереймерĕç. Чемпион ятне палăртас тесе çак командăсем пĕр-пĕринпе икĕ вăйăра мĕнле вылянине шута илчĕç. Кунта Патăрьелсем Т.Абянов командине 6,5:5,5 шутпа çĕнтернине тĕпе хурса, кăçал та Патăрьелсен Николай Федоров мастер кандидачĕ ертсе пыракан команди район чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ. Çавăн пекех командăра вылякан Владимир Семенов, Ольга Владимирова, Валерий Шадиряковпа Андрей Антипов район чемпионĕсем пулса тăчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 декабря 2006
00:00
Поделиться