Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лайăх çынсем çинчен: Аăшĕн телейĕ - ачисенче

 

Кашни ял - пĕчĕк-и вăл, пысăк-и - ятлă-сумлă çынпа пуян. Патăрьелĕнче те çавах. Кунти Советская урамра пурăнакан Мария Михайловна Казенова пирки-ха сăмахăм. Вăтам пỹ-силлĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăмпа курса калаçма яланах кăмăллă. Ыррине те, начаррине те курнăскер, 39 çул сывлăх хуралĕнче вăй хунă. Çынсене сыватассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Шкул сакки çинче ларнă чухнех, 4-5-мĕш классенчех, алла çурла тытнă хĕр ача. Çемьере асли пулнăран амăшне тырă вырма пулăшма çỹренĕ. Кăштах ỹссен хăйне те пай панă. Аслисемпе ăмăртмалла утă çулнине, тырă вырнине, кĕлте сĕтĕрсе молотилкăпа тырă çапнине халĕ те манаймасть. Куршанак ир çыпçăннăран хура ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ вăл. Пурнăçĕ çăмăлах пулман. Ашшĕ виççĕ авланнă. Пĕрремĕш арăмĕ ача çуратичченех вилнĕ. Иккĕмĕшĕнчен пĕр хĕр юлнă. Виççĕмĕшĕнчен чи асли - Маня. Çиччĕн пĕр тăван ỹснĕ вĕсем: Сухви, Маня, Лидя, Люба, Люся, Федя, Луиза. Пĕр-пĕринпе туслă пулнă, пĕр-пĕрне пулăшнă.

Манян ача чухнех медицина сестри пулас килнĕ. Шухăш ỹссен те сĕвĕрĕлмен. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн тỹрех Шупашкара çул тытнă. Кунти медицина сестрисем хатĕрлекен шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ялта ку вăхăтра фельдшер пункчĕсенче ĕçлеме çынсем çитмен. Маняна район больницинчен Вăтаел ялне янă. Ун умĕн ĕçленĕ Дария Плешковăпа Евгения Клементьева икккĕшĕ те декретлă отпускра. Çамрăк хĕрĕн никампа канашлама та çук. Ĕç хатĕрĕсем енчен те хĕсĕк. Шăпах трахома, хĕрлĕ шатра алхаснă вăхăт. Çĕрĕн-кунĕн чирлисем патне чупмалла. 

- Ун чухнехи канăçсăр вăхăтсем халĕ те куç умĕнче. Ĕçлеме условисем те çукчĕ вĕт. Çапах чăтнă, нăйкăшман, аса илсе калаçать Мария Михайловна.

Александра Печникова медицина училищи пĕтерсе килсен М.Маршевăна Патăрьелне куçарнă. Ача-пăча, терапи уйрăмĕсенче медсестрара ĕçленĕ. Вунă çултан санэпидстанцине лаборанткăна куçнă. Ку вăхăт тĕлне вăл Патăрьелĕнчи Александр Казенова качча тухса ача-пăчаллă пулма та ĕлкĕрнĕ. Ултă хĕр çуратнă вĕсем. Шел, мăшăрĕ вăхăтсăр вилнĕ.

Мĕн тăвăн, пурнăç пăрăнăçĕсен умĕнче алă усса ларнипе чуна çĕклеймĕн, темле пулсан та малалла тăсмалла. Пурăнмалла, ачасене куçлă-пуçлă тумалла. Пушă вăхăтра Мария Михайловна яланах хĕрĕсемпе юнашар пулнă, вĕсене ăнланнă, кашнин валли ăшă сăмах та, вăхăт та тупнă, хавхалантарма пĕлнĕ. Пурне те çитĕнтерсе тивĕçлĕ пĕлỹ парса халăха юрăхлă тунă.

Мария Михайловна амăшĕн, çемье тивĕçĕсене нихăçан та общество ĕçĕнчен уйăрман. Ачисем шкулта вĕреннĕ чухне яланах ашшĕ-амăшĕн комитечĕн членĕ пулнă.

Ĕçĕнче те хисепленĕ ăна. 39 çул хушшинче Хисеп хучĕсем самаях пуçтарăннă.

Вăхăтăн - хăйĕн чуппи. Ачисем çитĕнсе çитрĕç ĕнтĕ. Пурте çемьеллĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ. Люся Мускаври машиностроительнăй техникумран вĕренсе тухнă, "Локомотив" стадионта ĕçлет. Таня Вологдăри сĕт-çупа технологи институчĕ пĕтернĕ, экономист, Мускаври пĕр префектурăра ĕçлет, аспирантурăра вĕренет. Надя Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн заместителĕ, историк, Вера моделировани институтĕнчен вĕренсе тухнă. Галина Шупашкарти социаллă психологи институчĕ пĕтернĕ, Светлана истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕ. Кĕрỹшĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ, йĕркеллĕ, эрех-сăрапа иртĕхмеççĕ, Мария Михайловнăна анне тесе çеç тăраççĕ. Инçе çула çывăх туса килсех çỹреççĕ, пулăшаççĕ.

Çуллахи вăхăтра М.Казенова çурчĕ ачисен, мăнукĕсен савăнăçлă сассипе тулать. Хăй те парăмра юлмасть. 69-та пулин те выльăх-чĕрлĕх усрать, улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерет. Теплицăра симĕс сухан, помидор, купăста калчисем ỹстерет, хăяр акса тăвать. Тĕрлĕрен сăнавсемпе аппаланма юратать, телевидени ирттерекен конкурссене те хутшăнать.

Пархатарлă хĕрсемпе кĕрỹшĕсем, ытарайми мăнуксем пурри амăшне савăнтарать. Çакăнтан пысăкрах телей çук та уншăн Çĕр çинче.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 декабря 2006
00:00
Поделиться