Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юлашки çула ăсатрĕç

 Ноябрĕн 29-мĕшĕнче, юнкун, район халăхĕ пĕрремĕш хут пĕтĕм халăхпа район администрацийĕн пуçлăхне суйланнă Василий Дмитриевич Петровпа сыв пуллашрĕ. Хисеплĕ те мухтавлă ентешĕмĕре юлашки çула чыслă та хисеплĕ ăсатма район администрацийĕ пытару комиссийĕ йĕркеленĕ.

Ирхине вунă сехетсенче çемйисем, тăван-пĕтенĕсем, юлташĕсем, ăна хисеп туса килнĕ нумай çынсем хваттерĕнче сывпуллашнă хыççăн, траурлă колонна районти Культура çурчĕ енне утрĕ. В.Д.Петровăн ỹтне Культура çурчĕн иккĕмĕш хутне вырнаçтарчĕç. Василий Дмитриевича юлашки хут курса юлма татти-сыпписĕр халăх утрĕ, кашниех унăн ырă кăмăлĕшĕн, пархатарлă ĕçĕсемшĕн, тỹрĕ чунлăхĕшĕн пуç тайрĕ.

Халăх юхăмĕ кăшт лăплансан В.Д.Петрова сума суса хурлăхлă митинг пуçланчĕ. Ăна район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов уçрĕ, ертсе пычĕ. Митингра район пуçлăхĕ Н.Глухов, район пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленĕ канаш членĕ А.Пешков, районти вĕрентỹ управленийĕ пуçлăхĕ Н.Маллина, район администрацийĕн тĕп специалист-экологĕ М.Хафизов, районти ветерансен канашĕн ертỹçи В.Владимиров, унăн хисеплĕ тăванĕ Г.Мулюков тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Митинга ЧР Президент администрацийĕнчен Г.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ермолаев хутшăнчĕç.

Митинг хыççăн машинăсен колонни В.Д.Петровăн тăван ялне - Туçана çул тытрĕ. Василий Дмитриевичăн çуралса ỹснĕ килĕ умĕнче шăп тăрса ăна хисеп тунă хыççăн Туçари чиркỹре ун ячĕпе кĕлĕ йĕркелерĕç. Ăна кăнтăр районĕн благочиннăйĕ Анатолий атте хăй ертсе пычĕ.

В.Д.Петровăн ỹтне Туçари масара пытарчĕç.

Йывăр тăпру çăмăл пултăр, Василий Дмитриевич.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 декабря 2006
00:00
Поделиться