Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комплексра ĕç пуçланчĕ

 

 Вулакансем астăваççĕ пулĕ Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн Патăрьел суйлав округĕнчен тăратнă кандидат Владимир Федорович Ермолаев суйлавçăсене хăйĕн программипе паллаштарнăччĕ. Унта район территоринче, "Южное" сысна комплексĕ вырăнĕнче, 54 пин пуç сысна усрамалли çĕнĕ комплекс хута ямалли, çынсене 600 ĕç вырăнĕ туса памалли пирки те асăннăччĕ.

Чăнах та, суйлаври хĕрỹ кĕрешỹре В.Ермолаев çĕнтерчĕ. Çак кунсенче халăх патне депутатăн чĕнсе калани тата çитес пилĕк çулта пурнăçламалли чăн плансен, пысăк проектсемпе çыхăннă татăклă сĕнỹсен программи çитрĕ.

Владимир Федорович хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтерменни суйлав хыççăнах курăнчĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕнче "Южное" тулли мар яваплă пĕрлешỹ йĕркеленчĕ, сысна комплексĕнче ĕçсем пуçланчĕç. Çак кунсенче пирĕн корреспондент пĕрлешỹ директорĕн çумĕпе Е.Хитровпа курса калаçнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарма ыйтнă.

-Евгений Ксенофонтович, апла пăр хускалчĕ. Паллах, йăлтах арканнă, саланнă комплекс территорине йĕркене кĕртме чылай вăй хума тивет-тĕр?

-Çапла. Кунта ĕлĕкхи кĕрлесе тăнă комплексран ишĕлчĕк витесемсĕр, юхăннă çурт-йĕрсемсĕр пуçне нимĕн те юлман. Ăшчиккинче мĕн пур, йăлтах сĕтĕрсе пĕтернĕ. Чỹрече хашакĕсем, алăксем, картасем пурте тенĕ пек юрăхсăр, электричество çук. Çавăнпа та тасатса тирпейлемелли темĕн чухлех. Çак ĕçсене тума 50 çын илтĕмĕр. Малтанах çỹп-çапран, ăпăр-тапăртан, ишĕлчĕксенчен тасатрăмăр. Витесен, администраци çурчĕн чỹречисене полиэтилен пленкăсемпе картăмăр, электричествăна çыхăнтартăмăр, çурта ăшăтма калориферсем вырнаçтартăмăр. Строительство материалĕсем турттаратпăр. Строительсем килнĕ çĕре площадкăсем хатĕрлетпĕр. Ĕçĕ нумай.

-Ĕçлекенсене мĕнлерех хавхалантаратăр? Тỹлевпе вăхăтра татăлатăр-и?

-Ỹпкелешмелли çук. Ĕç укçи аван ỹксе пырать. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче Владимир Ермолаев кунта ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленчĕ, аванс шучĕпе кунне 150 тенкĕ çинчен ĕç укçи валеçрĕ. Пурте кăмăллă юлчĕç. Пирĕн пата ĕçлеме килес текенсем йышлă, анчах хальлĕхе пире ытлашши çын кирлĕ мар-ха.

-Строительство ĕçĕсем хăçан пуçланаççĕ?

-Ĕç вырăнне хатĕрлесе çитерсенех. Проектпа смета документацийĕсем хатĕр. Ку ĕçе СУОР ятарлă организаци пурнăçлать. Палăртнă тăрăх, питĕ чаплă пулмалла.

-Комплекса хăçан хута яма планлатăр?

-Юсав ĕçĕсем вĕçленсенех Австрипе Венгринчен оборудованисем кỹрсе килсе вырнаçтарĕç. Ун хыççăн вара - сыснасене. Çывăх вăхăтрах аслă пĕлỹллĕ зоотехниксене, ветеринари врачĕсене вĕренме ярасшăн. Владимир Федорович Ермолаев генеральнăй директор каланă тăрăх, сысна комплексĕ çитес çулхи кĕркунне хута каймалла. Çакă çĕршер çынна ĕç вырăнлĕ пулма пулăшĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 декабря 2006
00:00
Поделиться