Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Авторĕ те, кĕнеки те- ылтăн

 

Василий Велвокай (Василий Егорович Яковлев) мана хăйĕн тепĕр кĕнекине те, "Çунатлă çамрăклăхне" ăшшăн çырса почтăпа ярса панăччĕ. "Вутра çуралнă юрату" текеннине пахалама Нăрваш-Шăхальне республикипех пуçтарăннă çынсем хушшинче Турхансем те пулнă, вĕсенчен ман ятпа кĕнекене çырса пани тем пекех хавхалантарчĕ.

Кĕнеке "Юрă-кĕвĕллĕ кун-çул" пайпа уçăлать. Унта автор çинчен мĕн калама пуррине ним те сиктерсе хăварман пек туйăнать - çитменнине, калаканнисем пурте чăн-чăн ăсчахсем. Манăн пурпĕрех пур асаилỹсенчен иккĕшне чи пысăк шая çĕклес килет _-унăн поэзи анлăхĕнче чап-сум илнĕ хĕрĕсен "Атте... Аттеçĕм" тата "Манăн атте -Василий Велвокай" статйисене. Кун хыççăн тата хăйĕн "Асаилỹ юрттипе" хăйлавне вуласа тухсассăн, Василий Велвокай, Раиса Сарпи, Альбина Любимова-Юрату ăçтан тупăннине тỹрех ăнланса илĕ вулавçă: ашшĕ хĕрĕсенче çырас пултарулăх вăратассишĕн хăй те çырнă пуль, хĕрĕсем ашшĕ вĕрентнине сая ярасшăн пулман пуль. Çырас пултарулăх йăхра-тăхăмрах çуралнă, амаланнă. Авторăн ашшĕ Егор Григорьевич та Якку Якурĕ сăвăç ятпа палăрнă, унăн шăллĕ Петр Григорьевич та паллă врач кăна мар, çыравçă та пулнă, ахальтен мар вăл Митта Ваçлейĕн тата Петĕр Хусанкайăн тусĕ те пулнă. Авторăн йăмăкĕ Марье те сăвăсем çырнă иккен. Халĕ çак пултарулăх авторăн мăнукĕсенче те вăраннă, аталанса пырать.

"Сăвăсем" пайри чылайăшне педучилищĕре вĕреннĕ çулсенче çырни паллă. Малтанхи сăввисемех пиçсе-хăпарса çитнисем юхса пырса вуланаççĕ, ытла та чаплă састăшсемлĕ (рифма). Тĕслĕхшĕн "Колхоз утарĕнче" сăвăри састăшсене çеç палăртса тухам-ха: çăкалăх-савăнмалăх, çырма-курма, утарĕ-пуйтарĕ, вĕлле-темелле, лантăш-тантăш, йĕри-тавра-çырлара, айлăм-майлă, пăлханать-хăлхана, пилĕпе-пылĕпе. Хальхи кашни паллă поэтăн сăввисенче те яланах çакна тупаймăн... Ăмсанмалли çеç юлать. Ку тапхăрти кашни сăввийĕ çакăн пек пуянлăхлă пулни тĕлĕнтерет! Малашнехи тапхăрсенче те ун сăввисен чуппи-илемĕ çаплипех упранать, шухăшлавлăх енчен тарăнланса та пырать. Çĕнĕ жанрсем-юптару, такмаксем, юрăсем, калаçусем, асаилỹсем, кулăшсем, шухăшлавсем -çуралса пыраççĕ, поэтăн тавра курăмне татах та анлăлатаççĕ. Хальтерех çырнă сăввисенчен хăшне-пĕрне, сăмахран, "Эс çук пулсан çумра", "Иртнĕ кунсен çутти", "Пур кăмăлтан", "Çĕнĕ çул -çĕн телей" тата ытти те -кашни кун вуламаллисен шутне кĕртмелле пек туйăнать, мĕншĕн тесен вĕсем кашни кун тата ĕмĕрлĕхе пурăнма юрăхлисем.

"Ачасем валли çырнисем" пай ку кĕнекере пулмаллахчĕ, мĕншĕн тесен авторĕ ачасене чун-чĕререн юратакан, вĕсемшĕн çырмасăр тăма пултарайман учитель-поэт. Хальхинче вăл ирĕксĕрех тенĕ пек проза çине те куçать. Учителĕн çĕнĕ юмахсем те, хальччен илтменнисене, каласа памалла е ачасемпех çĕнĕ пьесăсем те выляса кăтартмалла. Ху çырнинчен лайăххине ăçтан тупайăн? -апла çырмаллах, пурнăç хăй ыйтать. Çавăн пек тунă та учитель-писатель, учитель-драматург. Ку ĕçĕ те унăн ăнăçлах пулса пынă.

"Статьясемпе докладсем" текен пай та пур кĕнекере. Статьясем текеннисем те калавсем пекех туйăнаççĕ. Вĕсенче мĕн чухлĕ шухăш, канаш, асаилỹ, тĕслĕх, танлаштару, пĕтĕмлетỹ! Эп вĕсене "чи лайăх калавсем" ят та пама хатĕр. Вĕсене вуласа тухакан манпа килĕшĕ те. Çак статья-калавсенчен тĕн çинчен çырнисем ытларах кăсăклантарчĕç мана. Вăл вĕсене ĕненекенсене хирĕç мар, ĕнентерекенсен сỹеçне тăрă шыв çине кăларса ачасемпе çамрăксене тĕшмĕшлĕхрен сирсе сăвап ĕç тăвать. Ку статйисене вăл питĕ ăнланмалла чĕлхепе çырать. "Тĕн пуçланса кайни" ку енĕпе питĕ те тĕслĕхлĕ. Ку пайри педагогика ыйтăвĕпе çырнисем кашни учительшĕн, ашшĕ-амăшĕшĕн ахах пĕрчи пекех.

Юлашкинчен пĕтĕмлетсе çаплах калар пуль: авторĕ те, кĕнеки те ылтăн чăмăрккисем! Хăйĕнчен те, кĕнекинчен те вĕренмелли лавĕпех. Пĕр çынрах темле талант та _ çыравçăн, вĕрентекенĕн, музыкçăн, художникĕн _ мĕнле çапла хăватлă аталанма пултарнă! Çав вăхăтрах унра мĕн чухлĕ сăпайлăх, культурăлăх!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 декабря 2006
00:00
Поделиться