Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăх пуçлăхĕсен камшăн тăрăшмалла

 Иртнĕ эрнере район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе ял тăрăх пуçлăхĕсен пĕрлехи канашлăвĕ пулнă. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ- халăха коммуналлă çăмăллăхсем, субсиди уйăрас ĕçре вырăнти самоуправлени органĕсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçлани. Çак тĕллевпе 2006 çул валли пирĕн района 5417400 тенкĕ укçа уйăрнă. Анчах та ăна ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне 3256106 тенкĕ çеç усă курнă е 60,1 процент. Çулталăк вĕçлениччен вара шутлă кунсем çеç юлчĕç темелле. Патшалăх алă тăсса паракан укçапа вырăнсенче кирлĕ пек усă курманни, паллах, пăшăрхантарать. Субсиди укçине усă курса пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе уйрăмах Аслă Чемен 18,7 процент (ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Медведев), Тăрăн 19,5 процент (В.Рубцов), Ишлĕ 32,4 процент (Л.Юркина), Пăлапуç Пашьел 33,7 процент (В.Никитин) ял тăрăхĕсем япăх ĕçлеççĕ. Сăмахран, 453 хуçалăхлă Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан укçана пĕр çемье, Пăлапуç Пашьелĕнче пилĕк, Тăрăнта ултă, Ишлĕре ултă, Шăхачра çичĕ, Ыхра Çырминче сакăр çемье çеç илнĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас тата ăна туянас тĕллевпе паракан субсидипе те япăх усă кураççĕ. Район пуçлăхĕ Н.Глухов çакна каллех ял тăрăх пуçлăхĕсен пассивлăхĕпе, халăх пурнăçĕшĕн чун-чĕререн тăрăшманнипе çыхăнтарнă. Алманчă ял тăрăхĕнче, сăмахран, кирлĕ суммăна çĕр проценчĕпех усă курнă, коммуналлă çăмăллăхсем паракан субсидине те 74 процент илнĕ. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсемпе танлаштарсан, кунта хуçалăхĕ те тĕреклĕ, халăхĕ те ытлă-çитлĕрех пурăнать темелле. Пĕрлех çăмăллăхсемпе те хастар усă кураççĕ. Çав вăхăтрах Аслă Чемен, Ыхра Çырми, Нăрваш Шăхаль, Первомайски, Шăхач, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвас е ăна туянас тĕллевпе пĕр пус укçа та усă курман пулсан, Ишлĕ, Кзыл Чишма, Çĕньял ял тăрăхĕсенче вара кирлĕ пек усă курнă.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов çакнашкал ăнланмалла мар лару-тăрăва çывăх вăхăтрах тирпейлеме, патшалăх паракан çăмăллăхсене туллин ĕçе кĕртме çирĕп асăрхаттарса каланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2006
00:00
Поделиться