Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хастарлăхĕ иксĕлмест

 

Нăрваш Шăхалĕнчи Василий Александрович Николаевпа эпир тантăшсем. Нумай çул "Труд" хуçалăхра пĕрле бригадирта ĕçлерĕмĕр. Унăн пурнăçĕ манăн куç умĕнче иртрĕ.

Тантăшăм йышлă çемьере ỹснĕ, çамрăклах хресчен ĕçне кỹлĕннĕ. Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухсанах лашасем пăхма пикеннĕ. Ун чухне лаша хуçалăхра тĕп вăй шутланнă. Колхоз ĕçне пурнăçланисĕр пуçне пасара, хăнана çỹреме те тивĕçтернĕ.

Чĕлхесĕр янаварсене ĕçе юрăхлă тытасси конюхран нумай килет. Çавăнпа Ваççук (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) талăкĕпех витерен тухман: вăхăтра шăварнă, апатлантарнă, хырчăкласа тасатнă, уçăлма кăларнă. Кỹлмелли хатĕрсене те юсавлă тытнă. Вăхăтра чуптарса тихасем илнĕ.

Пултаруллă çамрăка колхоз ертỹçисем те асăрханă. Вун саккăртах уй-хир бригадирне лартнă. Шăпах çак çулсенче çĕр-шывра кукуруза туса илесси анлăн сарăлнăччĕ. Ăна тăваткаллă тĕмлĕ меслетпе акатчĕç, гектар пуçне 50-60 тонна тислĕк хыватчĕç. Рет хушшине тасатса кăпкалатса тăнăран кукуруза икĕ метр ытла ỹсетчĕ. "Труд" хуçалăх гектартан 1000 центнер ешĕл масса туса илсе районта çеç мар, республикăра малти вырăнсене йышăнатчĕ. Çак кăтартусенче Василий Александрович тỹпи те пысăкчĕ. Колхоз Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине хутшăннă "Урал АЗ" автомашина илме тивĕç пулчĕ. В.Николаева ВДНХ ылтăн медалĕпе наградăларĕç. Кукуруза уйĕнче хуçалăх бригадирĕсем ушкăнпа ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕк çемье архивĕнче халĕ те упранать-ха.

1950-1960 çулсенче уй-хиртен 100 пăт тухăç илессишĕн анлă ăмăрту пуçарнăччĕ. 1960 çулта пире, Василий Александровичпа иксĕмĕре, "Тухăçлă пăрçа çитĕнтерекен" значокпа наградăларĕç. Ку çулсенче гектартан илнĕ 24 центнер тухăç пысăк кăтарту шутланнă.

1960-1970 çулсенче çĕр пулăхлăхне лайăхлатас тĕллевпе вăрманти кỹлĕсенчен торф кăларса компост туса çĕре хывассипе нумай ĕçленĕ. Хĕллехи кунсенче çак ĕçе 50-60 çын хутшăнатчĕ. Хĕл каçиччен 1000 тонна торф кăлараттăмăр. Çуркунне шăнпа минераллă удобрени сапма çỹрени те асрах. Ĕçе йĕркелеме пĕлнĕрен ỹсĕмĕ те пулнах çав. Çак кунсенче колхозра обществăлла çурт-йĕр тăвасси, колхозниксем çĕнĕ çурт лартасси анлăн сарăлчĕ.

Çапла Василий Александрович 28 çул бригадирта вăй хучĕ. Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн ăна В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чысларĕç. "Ĕç ветеранĕ" медаль та пачĕç. Вăлах "Труд" хуçалăхăн тава тивĕçлĕ колхозникĕ. Тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Мухтав хучĕсем те пур унăн.

Тивĕçлĕ канура пулсан та килте лармасть ветеран, хуçалăх, ял пурнăçне хастар хутшăнать. 2-3 çул йĕтем заведующийĕ, инвентаризаци комиссийĕн членĕ пулчĕ.

Чăн-чăн арçыннăн йывăç, çурт лартмалла, ачасем çураттармалла теççĕ. Çаксене пурне те пурнăçланă Василий Александрович. Мăшăрĕпе Матрена Ивановнăпа ултă ача çуратса ỹстернĕ, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Çавăнпах ачисем те ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, вĕсен ятне çỹлте тытаççĕ. Николаевсен çемйи ял-йышра пысăк хисепре.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2006
00:00
Поделиться