Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ВЛАДИМИРОВСЕМ- ÇĔНТЕРŸÇĔСЕМ



“ÇЕМЬЕ” тĕллевлĕ программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пирĕн республикăра сахал мар тăрăшаççĕ. 2004 çултан пуçласа ЧР Министрсен Кабинечĕ йĕркеленĕ “Çулталăк çемйи” республика конкурсне ирттерни те çакнах çирĕплетет. Унăн тĕп тĕллевĕ - кулленхи пурнăçра çемье авторитетне ÿстересси, унти йăла-йĕркене аталантарасси, чи лайăх çемьене палăртасси...

Конкурса йĕркеленĕренпе пурĕ 600 ытла çемье хутшăннă унта. Кăçал вара - 161 /715 çын/. Ăмăртăва хутшăнма условисем те хăйне евĕрлĕ. Çул çитмен ачасем ÿстерекенсен, тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрте палăрма пултарнисен çеç хăйсене кăтартма май пур. Мăшăрсен пĕрлешни 10 çултан кая пулмалла мар.

Кашни конкурсăн хăйĕн çĕнтерÿçи пур. Кунта та çаплах. Ĕнер Вырăс драма театрĕнче палăртрĕç мала тухнисене. Пурĕ 28 çемьене йыхравланă уява. “Çулталăк çемйи” ята Шупашкарти Ленин районĕнче пурăнакан Владимировсем çĕнсе илчĕç. Ивановсем /Çĕрпÿ районĕ/ “Спорт çемйи”, Чишкинсем /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ “Пултаруллă çемье”, Хамдеевсем /Патăрьел районĕ/ “Туслă çемье”, Кузьминсем /Етĕрне районĕ/ “Ĕçчен çемье”, Тукаевсем /Комсомольски районĕ/ “Ырă йăла-йĕркеллĕ çемье” номинацисенче мала тухрĕç. Вĕсене пурне те ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.В.Суслонова ăшшăн саламларĕ. “Çемье - пурнăç тĕрекĕ. Вăл çирĕп пулсан пирĕн Чăваш Ен те вăйлă пулĕ. Çакăнта пухăннă çемьесем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çавăнпа та вĕсене, уйрăмах амăшĕсене, чун-чĕререн тав тăватăп”, - терĕ министр. Кашнинех дипломпа, асăнмалăх парнепе чысларĕ вăл. Владимировсем вара компьютера тивĕçрĕç.

Кунсăр пуçне Усановсем /Елчĕк районĕ/ чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пынăшăн, Тарасовсем /Йĕпреç районĕ/ нумай /6/ ача çуратса ÿстернĕшĕн, Конышевсем /Канаш хули/ виçĕ пепкене усрава илнĕшĕн хаклă парнеллĕ пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха. Роза Владимировнăпа Юрий Иванович Владимировсем икĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ - 136-мĕш ача сачĕн аслă воспитателĕ. Мăшăрĕ “Акконд” АУОра вăй хурать. Роза Владимировнăсен йăхĕнче вĕрентекен профессийĕ ăруран ăрăва куçса пырать иккен. Вун-вун вĕрентекен ÿссе çитĕннĕ вĕсен несĕлĕнче. Сыпăкран сыпăка куçса пыракан ĕç, ачисем тунă çитĕнÿсем тата ырми-канми тăрăшни мала тухма пулăшнă та çемьене. Сăмах май çакна асăнса хăварам. Владимировсен аслă ывăлĕ Станислав ÿкерме ăста. Тĕрлĕ курав-фестивале хутшăнса сахал мар çĕнтернĕ вăл.

Владимировсем - чи лайăххисем. Çавăнпа тивĕçнĕ те вĕсем “2006 çул çемйи” ята.



"Хыпар"
28 ноября 2006
00:00
Поделиться