Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăхран тивĕçлĕ пулăшу

 Районта нумай ачаллă 478 çемье пурăнать. Вĕсенче 1520 çитĕнекен ăру ỹсет. Çичĕ çемье ултшар ачаллă. Социаллă хỹтлĕх пайĕ уйăхсерен 4199 ачашăн пособи парса тăрать, паянхи куна 2483 амăшне 527658 тенкĕпе тивĕçтернĕ. 1,5 çула çитмен ачасемшĕн пособи парăнать. Ăна 204 амăшĕ илет. Ача çуратнăшăн пĕр хутчен тивĕçекен пулăшу та татăлнă.

Йывăр шăпаллă çемьесем пур. Вĕсен ачисем те хỹтлĕхре.

Социаллă хỹтлĕх пайĕ çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн тăрăшать. Нумай ачаллă, йывăр шăпаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи, инвалид ачасене сиплев учрежденийĕсене ярать. Путев-кăсемпе "Космонавт", "Золотой колос", "Белые Камни" кану çурчĕсенче 16-ăн сывлăхне çирĕплетнĕ. Районти социаллă центрта çуллахи вăхăтра 50 ача каннă. Республикăри реабилитаци центрĕнче 6 сусăр сипленнĕ. Ырă ĕçсен уйăхлăхĕнче пынă вăхăтра япаласем, кĕнекесем, теттесем, сĕтел-пукан пуçтарнă.

Ача амăшĕн уявне ятарлă мероприятисен планĕпе ирттерме палăртнă. Унпа килĕшỹллĕн районти тĕп библиотекăра литературăпа музыка каçĕ пулчĕ, выставка йĕркеленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 ноября 2006
00:00
Поделиться