Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕлсе усă курманшăн явап тытатăн

 

 Район прокуратури час-часах ял хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ĕçсенче пĕрлехи рейдсем йĕркелет. Нумай пулмасть Чăваш Республикин Россельхознадзор управленийĕн ỹсен-тăрансене хỹтĕлекен станцин тĕп специалисчĕсемпе районта пестицидсемпе тата агрохимикатсемпе мĕнле усă курнине тĕ-рĕсленĕ.

Тĕпрен илсен, районта сывлăхшăн сиенлĕ япаласемпе ĕçлекен предприятисем законодательствăна сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем çук. Рейд вăхăтĕнче "Малалла", "Труд" хуçалăхсене, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмине, "Мир" ял хуçалăх производство кооперативне пестицидсемпе агрохимикатсене мĕнле упранине тĕрĕсленĕ. Ыттисемпе танлаштарсан, "Мир" хуçалăхра ку тĕлĕшпе тĕрлĕрен саккунсене пăхăнманни сисĕнчĕ. Асăннă кооперативра агрохимикатсене ятарлă хранилищĕре упрамаççĕ, çыннăн сывлăхĕпе, тавралăха варалассипе çыхăннă йĕркесене пăхăнмаççĕ. Кунта пестицидсемпе агрохимикатсене санитарипе эпидемиологин пĕтĕмлетĕвĕсĕр йышăнаççĕ, упраççĕ. Хуçалăхра нормативлă методика документацийĕ те, пестицидсене шута илекен журнал та çук. Ытти тĕлĕшпе те пайтах йĕркесĕрлĕх.

Тĕрĕслев итогĕпе "Мир" ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ ячĕпе административлă ĕç пуçарнă, çитменлĕхсене пĕтерме представлени çырнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2006
00:00
Поделиться