Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кураври чыспа хисеп -хавхалану çăл куçĕ

 Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявне паллă тунăранпа икĕ эрне иртрĕ. Унта йĕркеленĕ ял хуçалăх продукцийĕсен куравĕ вара халĕ те куç умĕнче. Мĕн кăна çукчĕ пуль унта: тĕш-тырă кĕлтисем, тĕрлĕ сортлă çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пыл, пахча-çимĕç, райпон, апат-çимĕç комбиначĕн, сĕт завочĕн продукцийĕ, пан улми, улма-çырла йывăççисем тата ытти те. Курмалли, тĕлĕнмелли темĕн чухлех. Ахальтен мар ĕнтĕ курава уява хутшăннă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров та пысăк хак пачĕ, Патăрьелсене ĕçченлĕхшĕн, ăсталăхшăн мухтарĕ, тав турĕ.

Курава районти 30 хуçалăхран 16-шĕ хутшăннă. Ленин ячĕллĕ, "Колос", "Дуслык", "Тойси", "Звезда", "Родина", "Первомайск", "Малалла", "Труд", "Красное знамя", "Югель", "Батыревское", "Черноземье", "Ленинец", "Корма" хуçалăхсем, райпо, чăх-чĕп станцийĕ, Патăрье-лĕнчи апат-çимĕç комбиначĕ, сĕт завочĕ, ветстанци, хурт-хăмăр ĕрчетекен агентство, "Марка" фермер хуçалăхĕ, 7-мĕш професси училищи экспона-чĕсем уйрăмах килĕшрĕç. Вĕсенчен вĕренмелли нумай.

Акă, Çĕнĕ Ахпỹртри "Марка" фермер хуçалăхнех илер. 10 çул каялла йĕркеленнĕ вăл. Унăн ертỹçипе Е.Мартышкинпа калаçу пуçартăмăр.

-Çулталăк, чăнах та, ăнăçлă вĕçленет, - савăнăçне пытармарĕ вăл. -90 гектар çĕр çинче тухăçлă тыр-пул, кишĕр, чĕкĕнтĕр, çĕр улми, севок сухан, чернушка çитĕнчĕ. "Удача", "Розамунда" "иккĕмĕш çăкăр" сорчĕсем савăнтарчĕç.

"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ уйрăм çынсен хушма хуçалăхне те ура çине тăма пулăшать. Ял халăхĕ патшалăх паракан çăмăллăхлă кредит уссине ăнланса илчĕ. Унпа усă курса выльăх-чĕрлĕх витисем туса лартрĕ, ытларах ĕне-выльăх, сысна, чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетме пуçларĕ. Кăçал пуçласа курава хутшăнчĕç вĕсем. Нăрваш Шăхаль, Алманчă, Ишлĕ, Сăкăт, Çĕньял, Кзыл Чишма, Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт, Пăлапуç Пашьел, Патăрьел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем уйрăмах пысăк активлăх кăтартрĕç. Патăрьелĕнчи Л.Владимирова предпринимателĕн 6 килограмм таякан бройлерĕнчен нума-йăшĕ тĕлĕнчĕ. Патăрьелĕнчи 7-мĕш професси училищи хатĕрленĕ "Кĕрхи юмах" композици те пурне те килĕшрĕ.

Курава хутшăнма пур ял тăрăхĕсене те чĕннĕ. Анчах вуннăшĕ çеç кăмăл тунă. Хирти Пикшик, Аслă Чемен, Ыхра Çырми, Первомайски, Шăхач, Тутар Сăкăт, Турхан, Тăрăн, Шăнкăртам ял тăрăхĕсем темшĕн хутшăнас темен. Те халăха ăнлантарма ỹркеннĕ. Çакă вĕсен ертỹçисене пĕрре те чыс кỹмест. Çакна тепĕр çул шута илмеллех.

Курава хутшăннисене пурне те Дипломпа тата парнепе чысланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2006
00:00
Поделиться