Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иккĕмĕш медаль

 Районти суд приставĕн ĕçченĕсем хăйсен службин çуралнă кунне çулсеренех пысăк хавхаланупа, хăпартланупа, савăнăçпа кĕтсе илеççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Тăххăрмĕш çул ĕнтĕ вĕсем республикăри ĕçтешĕсем хушшинче чи кăтартуллисем шутланаççĕ. Асăннă служба пирĕн районта тымар янăранпах Г.Авки ертсе пырать. Хĕрарăм çакнашкал тиеве нăйкăшмасăр та чăтăмлăн, вăй çитерсе туртни тĕлĕнтерет те, савăнтарать те.

-Çитĕнỹре ман ята çеç асăнни вырăнсăр тесе шутлатăп. Çакă чăн малтанах коллектив тăрăшăвĕ. Пурте пĕр çын пек тỹрĕ чунпа тăрăшни çеç пирĕн ĕçре результат парать. Кăçалхи вунă уйăхра та 3744 производство ĕçĕ пулнă. Иртнĕ çул вăл самай пĕчĕкрехчĕ. Мĕн пурĕ 46 миллион та 200 пин укçа кĕнĕ, вĕсенчен 21 миллион ытла шыраса илнĕ, 10 миллион ытла тĕрлĕрен бюджета кĕнĕ. Уйрăм çынсене, организацисене шыраса панă сумма та пĕчĕк мар. Ытти кăтартусемпе те пĕлтĕрхинчен самай ỹсĕм пур. Çаксене шута илсех пулĕ ĕнтĕ тĕп хуламăрта хамăрăн уяв ячĕпе ирттернĕ тĕл пулура мана "За вклад в развитие федеральной службы судебных приставов" ятлă ведомство медальне пачĕç пулĕ, - хăйсен ĕçĕ пирки каласа пачĕ Галина Васильевна, кăкăрĕ çинчи пĕр медаль çумне теприне юнашар çакнă май. 2002 çулта вара вăл Раççей Юстици министерствин чи пысăк наградине - "Анатолий Кони" медале тивĕçнĕ.

Çăмăл мар службăри пархатарлă ĕçшĕн Раççей юстици министерстви 200 çул тултарнă май, коллективран В.Хвостовăпа Г.Иванова суд приставĕн исполнителĕсем те медаль илме тивĕçнĕ. Валентина Васильевнăпа Галина Геннадьевна та ку ĕçре чи опытлă та ăста специалистсем.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2006
00:00
Поделиться