Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Амăшĕ ачине усала вĕрентнĕшĕн

 Юлашки вăхăтра çынсем суррогатлă алкоголь шĕвекĕпе сиенленнĕ тĕслĕх çине-çинех тĕл пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак ыйту патшалăх шайне çитрĕ. Çакнашкал лару-тăрура çул çитмен ачасем хаяр шĕвекпе çыхăнни пушшех пăшăрхантарать. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене эрех ĕçме явăçтарнине, хăнăхтарнине йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсем лăпкăн çеç йышăнаймаççĕ.

Акă, сăмахран, Патăрьелĕнче пурăнакан О.Кравчук хăйĕн килĕнче юлташĕсемпе тăтăшах ĕçкĕ-çикĕ йĕркеленĕ. Вăл çеç те мар-ха. Амăшĕ çул çитмен хĕрне пысăккисемпе тан эрех черкки тултарса панă. Ачи те çакна хирĕçлемен, аслисем пекех ăна ĕçсе янă. РФ УК 151 статйин 2 пайĕпе килĕшỹллĕн, 2006 çулхи июнĕн 28-мĕшĕнче район прокуратури О.Кравчук çул çитмен хĕрне алкоголлĕ шĕвек ĕçме явăçтарнăшăн уголовлă ĕç пуçарнă. Çак усал ĕçшĕн ỹкĕнес вырăнне амăшĕ следстви пынă вăхăтра та, каярахпа судран та тарса, çухалса çỹренĕ, яваплăхне туйман. Халĕ çак хĕрарăма тăватă уйăхлăха ирĕкрен хăтарса колоние янă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2006
00:00
Поделиться