Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитрĕн çитмĕл пиллĕке! Ырă яту - çĕр çинче

 

Аркадий Егорович Задоров тесен, Патăрьелĕнче ун ятне пĕлменни çитĕннисем, шкул ачисем хушшинче те çуках. Çак кунсенче Аркадий Егорович 75 çул тултарчĕ. "Патăрьелĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкулта чухнех Аркадие спорта кăмăллакансен хушшинче час-час курма пулатчĕ, - аса илеççĕ А.Задоровпа пĕрле вĕреннĕ тантăшĕсем. -Чупас, сикес енĕпе ăна çитекенни сахалччĕ. Сĕтел хушшине ларса шашка- шахматла вылянă чух та пит тавçăруллăччĕ".

Ку туртăмсем Аркадин Патăрьелĕнчи педучилищĕре вĕреннĕ çулсенче татах та аталанса пычĕç. Кунта вĕсене вăйлатма физкультура преподавателĕ В.А.Булдыгин хавхалантарса пыратчĕ. Хăйпе пĕр шухăшлисем те чылайччĕ вĕренекенсем хушшинче. Вĕсемпе пĕрле район чысне сахал мар хỹтĕленĕ вăл республика ăмăртăвĕсенче. Республика команди йышне те кĕртнисем пулнă. Хальхи Чулхула, Самар хулисенче хăй пултарулăхне кăтартма тивнĕ А.Задоровăн.

Учитель специальноçне алла илсен Аркадий Егорович районти Анат Туçа шкулĕнче ĕçлеме пикенет. Кунтанах ăна çĕр-шыв чиккине хỹтĕлеме илеççĕ. Тăватă çул çарта пулса вăл спортри пултарулăхне татах та ỹстерет. Çар хыççăн - каллех ачасене вĕрентме пуçлать. Утмăлмĕш çулсенче Чăваш педагогика институтĕнче аслă пĕлỹ илет. Кунта та Аркадий спорт юхăмĕнчен пăрăнса юлмасть. Институт хыççăн ватăлса пенсине тухичченех А.Задоров Патăрьелĕнчи шкул-интернатра, каярахпа пĕрремĕш вăтам шкулта ачасене вĕрентрĕ. Çур ĕмĕр ытла унăн педагогика стажĕ. Тавра курăмĕ питĕ анлă, культура шайĕ питĕ пысăк пулнипе ачасене хăй енне питех те илĕртетчĕ.

Шашка-шахмат вăййисене юратакансем А.Задоров юбилейне анлă паллă турĕç. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче Аркадий Егорович вĕреннĕ шкула (Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул) Турхантан, Кзыл Чишмаран, Кзыл Камышран, Сăкăтран çирĕме яхăн çын ирех килнĕ. Часах кунта Вăрмар, Тăвай, Шупашкар, Каçал районĕсенчи ăста вылякан маçтăрсем те çитрĕç. Чи хисепли вара - Республикăн шашка федерацийĕн президенчĕ, СССР спорт мастерĕ Михаил Ефимов хăй çитни.

Савăнăçлă саманта районти шашка-шахмат федерацийĕн ертỹçи Николай Федоров уçрĕ. Малалла В.Карягин шкул директорĕ, М.Ефимов спорт мастерĕ, тата ытти тухса калакансем А.Е.Задоров спортра тунă çитĕнỹсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăнчĕç. Ун ячĕпе ирттерекен ăмăртăва малашне республика шайĕнчи календаре кĕртме вăхăт çитнине асăнчĕç.

Часах шашистсем пĕр класра, шахматистсем тепринче çивĕч тупăшусем пуçларĕç. Шахматист-сен ăмăртăвĕнче малти икĕ вырăна хăнасем çĕнсе илчĕç. Пĕрремĕш вырăнта Аркадий Егорович вĕренекенĕ, халĕ Каçалта пурăнакан Сергей Спиридонов çамрăк. Иккĕ-мĕшĕнче - Вăрмар тăрăхĕнчен килнĕ Николай Ермолаев. Виççĕмĕш вырăнта районти паллă шахматист Мансур Абдуллин (Кзыл Чишма). Шашистсен ăмăртăвĕнче те çĕнтерỹçĕ ятне Вăрмартан килнĕ хăна, спорт мастерĕ Николай Дмитриев çĕнсе илчĕ. Унтан çур очко каярах пуçтарса иккĕмĕш вырăна районти паллă шашист Федор Артамонов (Сăкăт) тухрĕ. Ăмăртăва Республика тата район федерацийĕсен ертỹçисем те хутшăнчĕç. Питех те кăмăллă: район шашисчĕ Н.Федоров СССР спорт мастерне " парăнатăп" тесе калаттарма вăй çитерчĕ. Тепĕр спорт мастерне Н.Дмитриева вара Сăкăтран килнĕ Николай Ларионов çĕнтерме пултарни Юхма енсене питех те савăнтарчĕ. Çĕнтерỹçĕсем валли районти предпринимательсем пысăк парнесем илме пулăшнă. "Малалла" ял хуçалăх артелĕ (ертỹçи М.Петров) пулăшнипе 2-мĕш вăтам шкул столовăйĕ пурне те тутлă апатпа сăйларĕ.

Юлашкинчен шашка-шахмат вăййине юратакансем М.Ефимовпа çак вăйăсен шайне мĕнле майпа çỹллĕрех çĕклес ыйтупа пысăк калаçу турĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2006
00:00
Поделиться