Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вун иккĕмĕш тĕслĕх вулавăш

 

Библиотекăсен пуянлăхĕ - кĕнекесем, хаçат-журналсем. Юлашкинчен вĕсене электронлă изданисемпе пуянлатма пуçларĕç. Çакна тума Республика Президенчĕн Н.Федоровăн ялсенче тĕслĕх библиотекăсем йĕркелесси çинчен кăларнă Указне пурнăçа кĕртсе пыни те пулăшать. Паянхи кун районта вун иккĕ вĕсем. Юлашкине Кивĕ Ахпỹртре уçрĕç. Унччен кунти вулав çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ, кирлĕ оборудовани вырнаçтарнă.

Хаваслă мероприятине йышлăн хутшăнчĕç. Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Перепелкин тĕслĕх библиотека халăхшăн паха информаци илмелли центр пулнине пĕлтерчĕ. Вĕсенче учительсемпе вĕренекенсене тĕрлĕ профильпе ĕçлекен специалистсене, пенсионерсене, суту-илỹ работникĕсене, предпринимательсене тата ытти профессиллĕ çынсене курма пулнине çирĕплетрĕ. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ С.Викторов çакнашкал библиотекăсем шкулта вĕренекенсене (вĕренỹ çурчĕпе юнашар вырнаçнă) уроксене тĕплĕнрех хатĕрленме, реферат валли кирлĕ материалсем шыраса тупма, тĕрлĕ вăйă выляса тавра курăма ỹстерсе пыма майсем туса панине пĕлтерчĕ. Учительсем ятарлă вĕрентỹ дискĕсемпе усă курса литературăпа, географипе, историпе, математикăпа, ытти дисциплинăсемпе уроксем ирттерме пултарнине çирĕплетрĕ. Шкул программипе писательсен произведенийĕсем тăрăх тĕрлĕ мероприятие хатĕрленме майсем уçăлнине каларĕ. Районти тĕп библиотека директорĕ Н.Исаева компьютерпа пуянлатнă тĕслĕх вулавăша ял çыннисем тата ытларах çỹреме пуçласса пĕлтерчĕ.

Савăнăç иксĕлми. Çакна тĕслĕх библиотекине уçма хутшăннă А.Павлов, Ф.Каргин, А.Салмин, А.Хитров педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, Кивĕ Ахпỹрт шкулĕн вĕрентекенĕсем, вĕренекенĕсем, ача сачĕн воспитанникĕсем, унта вăй хуракансем, ял тăрăхĕнчи культура çурчĕсен ĕçченĕсемпе библиотекарьсем уççăнах палăртрĕç. Шкул ачисем ялпа çыхăннă сăвăсене вуларĕç, юрларĕç. С.Викторов компьютер оборудованин, тĕрлĕ тĕслĕ телевизорăн, DVD плеерăн свидетельствине, компакт- дисксем, çĕнĕ кĕнекесем парнелерĕ. Н.Перепелкин тĕслĕх библиотеки уçма пулăшакансене тав турĕ. Çавăн пекех В.Хитрова, Г.Карягина, А.Урукова, М.Табакова, Хитровсем, культработниксемпе библиотекерьсем сăмах илчĕç, парнесем пачĕç. Кивĕ Ахпỹрт ял библиотекин заведующийĕ А.Капитонова ял çыннисен информаци культурине малашне те ỹстересси тĕп тĕллев пулнине палăртрĕ. Вулавăш çуртĕнчи информаци тивĕçтерĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ял историйĕн, паллă çынсен электронлă презентацине пăхма кăмăллă пулчĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2006
00:00
Поделиться