Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăт таппине туйса

 Патăрьелĕнчи шкул-интернатăн залĕнче районти хĕрарăмсен XXII конференцийĕ иртрĕ. Унта "Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ" обществăлла организацин Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн председателĕ О.Гусарова "Отчетлă тапхăрти ĕçсем тата малашнехи задачăсем çинчен" доклад туса пачĕ.

ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров сĕннĕ тăрăх, 2007 çула "Ача-пăча çулталăкĕ" тесе пĕлтерĕç. Чăннипех те ачасемшĕн тата амăшĕсемшĕн тăрăшассинчен сăваплăраххи нимĕн те çук, çавăнпа та хĕрарăмсен совечĕсен те телейлĕ ачалăхшăн, вĕсен пуласлăхĕшĕн тăрăшассине яланах тĕпе хумалла.

Район экономикин тĕп пайĕ ял хуçалăхĕ шутланать. Унта хĕрарăмсен 40 проценчĕ вăй хурать. Экономика отраслĕн тата социаллă сфера тăнăçлăхĕ агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнчен нумай килет. Ял хуçалăх предприятийĕсем рынок экономикин йывăр условийĕсенче пулсан та начар мар кăтартусем тăваççĕ. Уйрăмах Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче ĕçлекенсене ырăпа асăнас килет. Т.Петрова, Г.Французова тата ыттисем те ĕçре маттур, ялăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ. "Красное знамя" хуçалăхри Р.Шапкина сысна пăхакан, "Родина" хуçалăхри Е.Николаева уй-хир ĕçченĕ, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи Р.Никитина хурт-хăмăрçă, "Звезда" хуçалăхăн бухгалтерĕ Н.Торговцева, "Мир" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи В.Ильина тата ытти хĕр-арăмсем те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Хĕрарăмсен районти совечĕ тата вырăнсенчи хĕр-арăмсен совечĕсем районта пулса иртекен пысăк ĕçсен айккинче тăмаççĕ, хăйсем те тỹрремĕнех хутшăнса активлăх кăтартаççĕ. Ялсен социаллă сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнса, лайăхланса пырать. Çĕнĕ çурт-йĕр çĕкленет, çул тăваççĕ, пур яла та газ çитнĕ, çĕнĕ автобус маршручĕсем, тĕслĕх библиотекисем, врач офисĕсем уçăлаççĕ, çуртсене шыв кĕртеççĕ тата ытти те. Сывлăх, вĕрентỹ, социаллă тивĕçтерỹ отраслĕсенче хĕрарăмсен йышĕ çав-çавах арçынсенчен пысăкрах.

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тĕрлĕрен мера йышăннă пулин те, ĕç рынокĕнче лару-тăру çав-çавах йывăр. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 236 çыннăн яланлăх ĕç çук. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта 169 хĕрарăм шутра тăрать. Вĕсенчен 88-шĕ ача амăшĕ, пĕччен ача амăшĕсем - 16-ăн. 16-29 çулсенчи 85 çамрăк ĕçсĕр.

Районта 2577 çын пĕчĕк предпринимательствăпа ĕçлет. Ытларахăшĕ - хĕр-арăм. Суту-илỹ сферинчи Г.Шамсутдинова (Тутар Сăкăт), Е.Быкова (Патăрьел), В.Лукина (Первомайски), обществăлла апатланури З.Петрова, Ф.Хуснутдинова (Патăрьел), М.Павлова çĕвĕç, производство ĕçĕ-хĕлĕнчи Л.Владимирова уйрăмах ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.

Районти демографи лару-тăрăвĕ те пăшăрхантарать. Ача çуратакансен йышĕ чакса пырать, вилекенсен шучĕ ỹсет. Пĕлтĕр çак вăхăтра 174 çын вилнĕ пулсан, кăçал - 210. Çемье çавăракансемпе уйрăлакансен хисепĕ те чакать.

Хĕрарăмсен совечĕсен чи йывăр проблемисенчен пĕри вăл - йывăр çемьесемпе ĕçлесси. Районта тулли мар çемьесем 591. Йывăр лару-тăруллисем - 32, 10-шĕнче ашшĕ-амăшĕ ĕçет. Пĕччен амăшĕсем 291, çул çитмен ачасемлĕ ĕçсĕр çемьесем 38, нумай ачаллисем 638, 55 çемье тăлăх ачасене хăй хỹттине илнĕ. Çуллен 80 çемье уйрăлать.

Районти пур ял тăрăхĕсенче те "Çемье" программа йышăннă. Ăна пурнăçлас тĕлĕшпе хĕрарăмсен совечĕсемпе пĕрле конкретлă мероприятисем палăртнă. Ку тĕлĕшпе Первомайскинчи (председателĕ В.Дикина), Шăхачри (Р.Горшкова), Аслă Чементи (Э.Медведева), Кзыл Чишмари (И.Гибайдуллина), Красномай-скинчи (Э.Емельянова) хĕрарăмсен совечĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Красномайскинче çамрăксене çара ăсатассине лайăх йĕркеленĕ. Аслă Чементе чечексен выставки йĕркеленĕ, хĕрарăмсен клубĕ ĕçлет, Шăхачра "Ăста алăсем кичемленме памаççĕ" ал-ĕç выставки ирттернĕ, Шăнкăртамра "Айтăр-ха, пулас кинсем" конкурсра тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсем ăмăртнă. Кунта яла тирпей-илем кỹрессипе те кăтартуллă ĕçлеççĕ. Вăрманхĕрри Шăхаль, Нăрваш Шăхаль ялĕсенчи хĕрарăмсен совечĕсем пĕрлехи мероприятисем нумай ирттереççĕ. Вĕсемех ача садне пепкесене 5 çултан мар, 2-3-ренех çỹретес ыйтăва çĕкленĕ.

Пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри вăл - хĕрарăмсем ĕçкĕ-çикĕпе туслашни. Паянхи куна кун пеккисем 110-ăн. Шел пулин те вырăнсенче ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеççĕ, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшмаççĕ. Чи çивĕч ыйту - ачасен алкоголизмĕ, токсикомани, наркомани. Çак инкекрен кашни çемьен сыхланмалла. Апла ан пултăр тесен ачасене физкультурăпа, спортпа туслаштармалла, пушă вăхăта усăллă ирттерме майсем туса памалла.

Çемьене çирĕплетес, сывлăха лайăхлатас тĕллевпе темиçе çул ĕнтĕ районта ял тăрăхĕсем хушшинче спортăн тĕрлĕ енĕпе спартакиадăсем ирттереççĕ. Вĕсене хĕрарăмсем те йышлăн хутшăнаççĕ.

Хĕрарăмсен совечĕсем тимлĕх уйăрмалли тепĕр категори вăл - пенсионерсем. Районĕпе вĕсем 13 пин. Инвалидсене, пĕччен ватăсене пулăшас тĕллевпе район пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн çулленех "Тимлĕх" программа йышăнаççĕ. Районта ĕçпе вăрçă инваличĕсене, тыл ĕçченĕсене, пĕччен ватăсене паллă кунсемпе чысласси йăлана кĕнĕ. Ку енĕпе Аслă Чемен, Шăхач, Турхан, Кзыл Чишма, Сăкăт ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсем уйрăмах пуçаруллă.

Юлашки çулсенче ялсенче культурăллă-массăллă мероприятисем йышлă иртеççĕ. Культура çурчĕсемпе библиотекăсем ку енĕпе пысăк ĕç тăваççĕ. Аслă Чемен, Алманчă, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче урамсенчи художество пултарулăх смотрĕсене йĕркелеççĕ.

Хĕрарăмсен совечĕсем ял тăрăхĕсемпе пĕрле тирпей-илем кỹрессипе те ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул садсемпе парксен çулталăкне хутшăнса йывăçсемпе тĕмсем нумай лартнă, чечек клумбисем тунă. "Çамрăк мăшăрсен", "Тин çуралнă ачасен" аллейисене уçнă. Районти хĕрарăмсен совечĕн пĕр мероприятийĕ хыççăн ушкăнпа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул торриторине йывăçсем лартнă, ăна "Амăшĕн аллейи" ят панă.

Ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районти хĕрарăмсен совечĕ пуçарнипе çулленех Патăрьелĕнчи шкул-интерната пулăшас тĕллевпе ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Ача амăшĕн кунне чысласа хĕрарăмсен командисем хушшинче район кубокне çĕнсе илессишĕн волейбол ăмăртăвĕ пулнă.

2004 çултанпа район центрĕнче хĕрарăмсен "Хавхалану" клубĕ ĕçлет. Районти хĕрарăмсем республикăра иртекен "Çулталăкри хĕрарăм-директор" конкурса та хавхалансах хутшăнаççĕ.

Хĕрарăмсен обществăри пĕлтерĕшне ỹстерес, рынок экономикинче тивĕçлĕ вырăн тупма пулăшас, политика тата общество ĕçне хутшăнтарас тесе витĕмлĕ мерăсем йышăнаççĕ пулин те, татса паман ыйтусем çав-çавах пур-ха. Çавăнпах ĕнтĕ Ольга Николаевна туса панă доклад залра ларакансене хытах кăсăклантарчĕ.

Конференци ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хутшăнчĕ, саламларĕ, сăмах каларĕ.

Доклада сỹтсе явма саккăрăн хутшăнчĕç. Районти социаллă тивĕçтерỹ центрĕн директорĕ Т.Малинина хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Хỹтлĕх пайĕ 16 пин çын ыйтăвне тивĕçтерет. Тĕллевлĕ программăсемсĕр пуçне республикăри социаллă программăсемпе те ĕçлет. Уйрăмах пĕччен ватăсене, тĕрлĕ шайлă инвалидсемпе ветерансене пысăк тимлĕх уйăрать. Районĕпе 539 пĕччен ватă, вĕсенчен 187-шне килĕсене пырса пăхса тăма çынсем уйăрнă. Ветерансен çурчĕсем - пиллĕк. Вĕсенче 51-ĕн пурăнаççĕ. Вĕсен сывлăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. Уйрăмах нушаллисене укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ, тỹлевсĕр путевкăпа сиплев учрежденийĕсене яраççĕ. Çулленех центрта сахал тупăшлă, тулли мар, йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасем валли кăнтăрлахи лагерь уçаççĕ. Инвалидсем хушшинче конкурссем, турнирсем, спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Социаллă ĕçченсем хушшинче конкурс иртет. Кăçал Н.Носкова çĕнтернĕ. Хирти Пикшикри Хамдеевсем "Çулталăк çемйи" конкурсра мала тухнă.

Аслă Чементи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Э.Медведева лайăххипе пĕрлех пăшăрхантракан ыйтусене те хускатрĕ: "Ача çуратакансен шучĕ чакать, теççĕ. Çав вăхăтрах уйăхсерен паракан ача укçине те пурте илеймеççĕ. Ялсенче ĕç çук. Ашшĕ е амăшĕ ĕç тупайманшăн ача айăплă мар-çке. Халь суйланнă депутатсен çак ыйтăва кирлĕ шайра çĕклемеллех. Хĕрарăмсен совечĕсен председателĕсене Шупашкара театр е концерт курма илсе кайсан лайăх пулмалла", - терĕ вăл.

ЧР социаллă страховани фончĕн районти тĕп специалист-уполномоченнăйĕ Л.Кадкина хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май, ачасене тỹлевсĕр путевкăсемпе санаторисене сипленме яма сĕнчĕ.

"Çăлкуç" реабилитаци центрĕн заведующийĕ Д.Гайнуллина озонпа сипленнин усси пирки каласа ăнлантарчĕ.

Районти ял тăрăхĕсенчи библиотекăсен центрĕн директорĕ Н.Исаева ытларах ялсенчи тĕслĕх библиотекисен усси, вĕсем халăхпа туса ирттерекен ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ.

Вĕрентỹ управленийĕн опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ Т.Чылыкова Мускавра иртнĕ "Ачана правăпа тивĕçтерни - общество аталанăвне тивĕçтерни" Пĕтĕм тĕнчери семинар пирки каласа кăтартрĕ.

Тĕп больницăн наркологĕ Н.Надина илсе кăтартнă цифрăсем пурне те шухăша ячĕç. 

- Алкоголь суррогачĕсем ĕçсе вилекенсен шучĕ ỹссех пырать. Иртнĕ çул унпа наркăмăшланса - 10, кăçал 14-ăн вилнĕ. Вăрăм вăхăт эрех ĕçсе гепатитпа чирлекенсем йышлă. Çуллен çак диагнозпа 56-58 çын сипленет. Районта 400 ытла çын алкоголизмпа нушаланать, вĕсенчен 120-шĕ хĕрарăм. Ял тăрăхĕсен ертỹçисен сăмакун, спирт хутăшĕ сутакансемпе çине тăрса кĕрешмелле, - терĕ вăл.

 Шăхачри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Р.Горшкова ытларах совет ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ, туса ирттернĕ мероприятисене анлăн çутатрĕ.

Конференци сỹтсе явнă ыйту тăрăх тивĕçлĕ решени йышăнчĕ. Районти хĕр-арăмсен совечĕн çĕнĕ составне, республикăри хĕрарăмсен черетлĕ съездне кайма делегатсем суйларĕ. Совет председателĕ пулма О.Гусаровăна хăйнех шанчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2006
00:00
Поделиться