Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Налукçăсем шута юратаççĕ

 

 Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн налук органĕсенче ĕçлекенсен професси уявĕ. Налук - эпир пурте цивилизациллĕ обществăра пурăнма тỹлекен укçа. Хамăрăн бюджета тултарассипе çыхăннă ĕç питĕ пĕлтерĕшлĕ тата яваплă. Чăн малтан унран район экономикин малашнехи аталанăвĕ те, ĕç çыннисен пурнăç шайĕ те килет. Çавăнпа та налук пухассине ỹстерни район, республика шайĕнчи программăсене пурнăçлама та май парать. Ку тĕлĕшпе Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш инспекцийĕ те начар мар ĕçлесе пырать. Акă, сăмахран, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, вунă уйăхра тĕрлĕ шайри бюджета укçа кĕртессипе плана ирттерсе тултарнă. Çулталăк пуçланнăранпа бюджета 79083 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Вăл шутра - федераллă бюджета 27769 пин, республикăнне 30310 пин, районăнне 21004 пин тенкĕ. Хамăр район бюджетне тултарассипе вунă уйăхри плана 132 процент пурнăçланă.

Налук службин инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ытти юнашар районсемпе танлаштарсан, пирĕн пысăк налук пуçтарма сăлтавĕ те пур. Сăмахран, предпринимательсем çеç пин ытла. Унсăр пуçне 400 ытла предприяти-организаци, юридика пĕлте-рĕшлĕ çынсен йышĕ те нумай. Çавăнпа та асăннă служба ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ - саккунпа тытăнакан налука вăхăтра кĕртесси, тĕрĕслесе тăрасси.

 М.Кирилловăпа С.Кошкина çак çăмăл мар службăра ĕçлеме пикенни 15 çул тулать. Районта уйрăм налук служби йĕркеленсе кайнăранпах тăрăшаççĕ вĕсем кунта. Иккĕшĕ те ĕçре тỹрĕ кăмăллă, тăрăшуллă. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 ноября 2006
00:00
Поделиться