Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун-çулне вулавăшпа çыхăнтарнă

 

Унпа тĕл пулсассăн çывăх тăвана курнă пекех туйăнать. Мĕн пулса иртнисене, кампа курса калаçнине веçех сỹтсе яватпăр. Аслăрах пулнă май кирлĕ сĕнỹсем те парать. Сăмахăм Еншик ялĕнче çуралса ỹснĕ Н.Сурнаева çинчен пырать. Çакăнтах çуралса ỹснĕ Нина Алексеевна. 34 çул библиотекарь пулса ĕçлерĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ. Амăшĕ пĕчченех ỹстернĕ хĕрĕсене. Вăл вăхăтра пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Çапах пуçне усман Х.Кудряшова, ачисене вĕрентнĕ, çын тунă. Хĕрĕсем те Христина Тарасовна ĕмĕтне пурнăçлама тăрăшнă. Нинăпа Мария чипер те ăслă-тăнлă çитĕннĕ.

Нина Çĕрпỹри культура училищине вĕренме кĕрет. Библиотекарь профессине алла илет. Яла ĕçе вырнаçать. Çавăнтанах пĕр вырăнта вăй хурать. Ялта унсăр пĕр мероприяти те, уяв та иртмест.

Чипер хĕре пĕрле 10 класс вĕреннĕ ял каччи килĕштерет. Икĕ çамрăк чĕре пĕрлешсе çемье çавăраççĕ.

Унтанпа нумай шыв-шур юхрĕ. Вĕсен ачисем те çемьеллĕ ĕнтĕ. Икĕ хĕрĕпе ывăлĕ аслă пĕлỹ илнĕ. Алена регистраци службин районти уйрăмĕн начальникĕ пулса ĕçлет. Саша "Заря" кооперативра ашшĕпе пĕрле экономистра вăй хурать. Надя миравай судьясем патĕнче юристра тăрăшать. Иван Михайловичпа Нина Алексеевнăн 4 мăнук.

Пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, килĕштерсе пурăннине нимĕн те çитмест. Шăпах çак енсем пур Сурнаевсен. Ял халăхĕпе юнашар пулни ваттипе ватăлла, çамрăкпа çамрăкла тытма пĕлни хисепне ỹстерет вĕсенне.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 ноября 2006
00:00
Поделиться