Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çăл куçĕ таптăр ĕмĕрех

 

Районта "Çулталăк çемйи" конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Унăн тĕллевĕ - обществăри çемье авторитетне ỹстересси, ăрури йăла-йĕркесене упраса хăварасси, сывă пурнăç йĕркине аталантарма майсем туса парасси, хамăр тăрăхри чи лайăх мăшăрсене тупса палăртасси. Конкурсăн пĕрремĕш турне районти социаллă центрта пĕтĕмлетнĕччĕ. Унта 9 мăшăр хутшăннăччĕ. Çĕнтерỹçĕсем Хирти Пикшикри Хамдеевсем пулчĕç. Сăмах май çакна та палăртмалла. Зульфия Рафаэловнăпа Ильшат Абдуллович конкурса иккĕмĕш хут хутшăнчĕç. Вĕсем иртнĕ çул иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

 Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех - пирĕн çĕр-шыв çавăн чухлĕ тĕреклĕрех. Çакна Хамдеевсен тĕслĕхĕпе те çирĕплетсе пама пулать. Иккĕшĕ те педагогсем вĕсем. Ырă кăмăллă, чун ăшшиллĕ, ачасемшĕн хăйсен вăхăтне те, сывлăхне те шеллемен çынсем. Шăпах пур енлĕн тивĕçсе республикăри конкурса хутшăнма чыс çĕнсе илчĕ çемье.

...Культура çуртĕнче шкултан вĕренсе тухнисемпе тĕл пулу пырать. Мероприятие йĕркелесе пыракансем - вуннăмĕшсем. Шкулпа сыв пуллашмалли вĕсен те нумаях юлман-çке. Аслисен ăшпиллĕ аса-илĕвĕ хыççăн концерт, вăйăсем, шỹтсем пулчĕç. Паллах - ташă та. Вальс çаврăннă майăн çитĕнекен ăру çине ăмсанса пăхрĕç аслисем. Уйрăмах Зульфияпа Ильшат куç тĕлне пулчĕ вĕсенне. Халĕ выпускниксем те, "айăплисем" те ырăпа аса илеççĕ çакна...

Шкул саккинчи туслăх кайран та малалла тăсăлчĕ çỹлерех асăннă çамрăксен. Пĕрешкел професси суйласа илчĕç вĕсем. Сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçнелле педагог специальноçĕпе ялах таврăнчĕç. Ĕçе вырнаçрĕç. Тавра курăмĕ анлăччĕ, пуçарулăхĕ пысăкчĕ, иккĕшĕ те хастарччĕ. Мĕн тĕрлĕ мероприяти çеç йĕркелеместчĕç шкулта. Каçсерен клуба çỹретчĕç. Унти халăх театрĕнче çĕнĕрен çĕнĕ спектакльсем хатĕрлетчĕç. "Çамрăк чĕресем" спектакле курман çын юлман тесен те йăнăш пулмĕ. Ăна Чăваш телевиденийĕпе кăтартнă хыççăн чап тата инçене кайрĕ. Кирек ăçта та палларĕç вырăнти артистсене. Тĕп рольсене вара Зульфияпа Ильшат вылярĕç. Халăх театрĕн ертỹçи Т.Хамдеев ун чухне çак спектальшăн "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" ята тивĕçнĕччĕ. Çак тỹпере çамрăксен пултарулăхĕ пысăк вырăн йышăннине тỹрремĕнех курчĕ театр ертỹçи. Зульфияпа Ильшат çемье чăмăртама шăпах килĕшỹллĕ мăшăр пулнине систерчĕ. Вĕсен туйĕнче пулма ĕмĕтленчĕ. Пил парасса шантарчĕ. Унăн ĕмĕчĕ те пурнăçланчĕ. Спектакле çыртарса илни халĕ çемье архивĕнче упранать. Манăçми самантсене тата та нумай аса илме пулать.

Тĕрлĕ енлĕн тĕрĕсленнĕ хыççăн пĕрлешме шут тытнă вĕсем. Çакна ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлемен, çĕнĕ çынна Хамдеевсен çуртĕнче хĕрĕ вырăннех йышăннă. Çакăншăн кинĕ паянхи кун та хуняшшĕпе хунямăшне тав тăвать. Пăянамăшĕ кил-çуртри ĕçе хăнăхтарнă ăна.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 ноября 2006
00:00
Поделиться