Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Ноябрĕн 8-мĕшĕнче райадминистраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн саккăрмĕш ларăвĕ иртнĕ.

Кун йĕркинчи пĕрре-мĕш ыйтупа – кăçалхи тăхăр уйăхри районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕпе тата бюджета мĕнле пурнăçланипе райадминистрацин экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Г.Иванова, финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова доклад тунă. Малалла 2007 çулхи бюджет проекчĕн публика вулавĕ пирки ыйту пăхса тухнă. Унпа райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова паллаштарнă.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче районти муниципаллă служба çинчен калакан положенине улшăнусем кĕртес ыйтупа С.Торговцев паллаштарнă.

Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов администрацин структурине çирĕплетесси пирки тухса калаçнă.

Кунтах районти шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ М.Багаутдинов 2007-2009 çулсенче районта преступление хирĕç кĕрешмелли комплекслă программăна пурнăçлас ĕçе вăйлатмалли пирки тухса каланă.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем кăларнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 ноября 2006
00:00
Поделиться