Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçсем кал-кал пынăран. Пĕрле савăнма аван

Районти ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне Патăрьелĕнчи культура çуртĕнче чыслăн паллă турĕç. Черетлĕ ял хуçалăх çулĕ хыçа юлчĕ. Кăçал вăл “АПК аталанăвĕ” наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе çĕнĕ утăм тунипе палăрчĕ. Район уй-хирĕсенче тухăçлă тĕш-тырă, çĕр улми, пахча çимĕç, тымар çимĕç çитĕнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те аталану çулĕ çине тăчĕ. Çавăнпах уявĕ те шеп иртрĕ. Савăнăçа пайлама Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хутшăнни вара уява пушшех те илемлетрĕ. Николай Васильевич малтанах “Турхан-Анат Чакă-Первомай-ски” автоçул тунă çĕре çитсе курчĕ, Первомайски ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, ял халăхĕн пурнăçĕпе кăсăкланчĕ. Ун хыççăн Патăрьелĕнчи пулас спорт керменĕн çурчĕпе, “Арбатпа” паллашрĕ, сысна самăртакан “Южное” комплекс шăпипе кăсăкланчĕ.

Уяв Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн “Пĕрле ÿснĕ тантăшсем” юрăпа ташă сюитинчен пуçланчĕ. Малтанах ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене професси уявĕ ячĕпе саламларĕ, районăн юлашки çулсенчи çитĕнĕвĕсене палăртрĕ, ĕçре, пурнăçра улăпла утăмсем, çирĕп сывлăх сунчĕ. Николай Васильевич уява пушă алăпа килмен. Ĕçре уйрăмах пысăк çитĕнÿсем тунăшăн “Малалла” ял хуçалăх артелĕн председательне М.Петрова “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕпе, ĕç ветеранне – Социализмла Ĕç Геройне В.Никитина “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин механизатор-комбайнерне В.Пахомова, “Исток” çĕр ĕç фирмин механизаторне А.Рубцова, “Красное знамя” ял хуçалăх кооперативĕн механизаторне В.Давыдова, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин техник-осеменаторне Л.Стиховăна тата ыттисене те Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тата парнесем пачĕ.

“Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн, патшалăх ялсенче пурăнакан çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма паракан ятлă свидетельствăна Президент аллинчен А.Карикова, А.Лепешкин, А.Софронов, О.Андреева илме тивĕç пулчĕç.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов залра ларакансене харăсах икĕ уявпа – Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен тата Халăх пĕрлĕхĕн кунĕсемпе ăшшăн саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче çитĕнÿсемпе пĕрлех патшалăх кредичĕсем те малашлăха шанчăклăн пăхма май пани, агропромышленность комплексне тĕреклетес енĕпе республика шайĕнче витĕмлĕ мерăсем йышăнни ялти инфраструктурăна лайăхлатма пулăшни çинче те чарăнса тăчĕ. Районта газ кĕртесси вĕçленнĕ, ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерессипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăларнă Указпа килĕшÿллĕн, паха çул-йĕрсем тумалли программа пурнăçланма тытăннă. Çемье врачĕн офисĕсен, тĕслĕх вулавăшсен шучĕ ÿсет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче шалу тÿлесси, пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетесси те лайăхланса пырать.

Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем В.Ермолаев, В.Синеев, А.Максимов хутшăнчĕç, салам сăмахĕ каларĕç.

Район пуççлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков кăçалхи çитĕнÿсемпе, туса илнĕ тухăçсемпе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен, вăл çакна палăртрĕ: ял хуçалăх ĕçĕ хресченшĕн нихăш çул та çăмăл пулман. Кăçал та çавах. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, юсав пайĕсем хакланни, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкреххи те çĕр ĕçченĕсен умне йывăрлăхсем кăларса тăратрĕç. Апла пулин те кăçал Патăрьелсем палăртнинчен пысăкрах тухăç илме пултарчĕç. Пĕтĕмĕшле тĕш-тырă туса илесси 10, 8 процент ÿснĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан тырă 3791 тонна, çĕр улми 6716 тонна ытларах пухса кĕртнĕ.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Малалла”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Исток” хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ тата ыттисем те уява пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илнĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 38, 5 центнер, “Малалла” – 34, 1, “Батыревский” – 33, 6, улма-çырла питомникĕ – 33, “Звезда” 32 центнер туса илнĕ.

Çĕр улми тухăçĕ те савăнтарать. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче “иккĕмĕш çăкăра” кашни гектартан 340 центнер, “Батыревский” хупă акционер пĕрлешĕвĕнче – 320, “Труд” хуçалăхра – 290, “Истокра” 280 центнер туса илнĕ.

“Исток” çĕр ĕç фирминче кашни гектартан 550 центнер сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ. Районĕпе ку кăтарту 321 центнер.

Районĕпе 2384 тонна пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, “Малалла”, “Колос”, “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсенче кăтарту уйрăмах пысăк.

Килес çулхи тыр-пул шăпи пирки те халех шутлаççĕ. 6585 гектар çинче кĕрхи культурăсем акса хăварнă. Çакă пĕлтĕрхинчен 18 процент нумайрах. 14950 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă.

Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тĕп вырăнта. Выльăхсене лайăх хĕл каçарас тĕллевпе условнăй выльăх пуçне 24, 4 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Тăхăр уйăхра обществăлла секторта 4628 тонна сĕт, 832 тонна аш-какай туса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче те 135 пуç, сыснасен шучĕ 3647 пуç ÿснĕ.

Голландири “Провими” фирма туса кăларакан минераллă хутăшсемпе усă куракан хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăру лайăхланса пыни сисĕнет.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче сыснасене хулăн ай сарăмĕпе усрамалли аркăллă çурт-йĕрсем тăваççĕ. Пĕрне хута янă, тăваттăшĕ – черетре. Çак меслете çывăх вăхăтрах “Исток” çĕр ĕç фирми те ĕçе кĕртет. “Звезда”, “Красное знамя”, “Труд” хуçалăхсенче 2007 çулта ĕнесене кăкармасăр ушкăнпа тытмалли, ĕне сумалли залсем тума пикенеççĕ.

Выльăхсен ăратне лайăхлатас тĕллевпе 91 пуç пушмак пăру, 159 пуç сысна илсе килнĕ.

Хурт-хăмăр ĕрчетессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. 23 хуçалăхра 858 вĕлле хурчĕн çемйи. Вĕсенчен 12823 килограмм таварлă пыл илнĕ, кашни çемье пуçне – 16, 3 килограмм. “Звезда”, “Красное знамя”, “Хастар” хуçалăхсенче, улма-çырла питомникĕнче ĕçсем уйрăмах лайăх пыраççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхсен сывлăхне сыхласси – районти ветеринари службин тĕп тивĕçĕ. Ку енĕпе Туçари, Кзыл Чишмари, Çĕньялти, Аслă Чементи ветеринари участокĕсем аван ĕçлесе пыраççĕ. “Звезда” хуçалăхри Г.Щукина, “Югель” хуçалăхри С.Максимова ветфельдшерсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Çĕнĕ техника туянассипе, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессипе те лайăх улшăнусем пур. Кăçал çеç 25 миллион тенкĕлĕх 45 единица ял хуçалăх техники туяннă. Çав шутра республика бюджетĕнчен лизингпа 4, 4 миллион, çăмăллатнă кредитпа 17, 3 миллион тенкĕ илнĕ. Çакă çителĕксĕр. Техника паркне çулсерен 10 процент çĕнетсе пымалла. Çакăн валли 50-60 миллион тенкĕ укçа кирлĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсемпе пĕрле тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем те савăнчĕç çак кун. Тăхăр уйăхра “ВАМИН Татарстан” акционер обществин филиалĕ – “Патăрьелĕнчи сĕт-çу завочĕ” 5897 тонна сĕт туяннă, продукцие сутса 42287 пин тенкĕ укçа тунă.

Первомайскинчи крахмал завочĕ 9 уйăхра 998 тонна çĕр улми туяннă, 89 тонна типĕ крахмал кăларнă.

“2010 çулччен яла социаллă аталантарасси” Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, виçĕ çул хушшинче пирĕн района çурт-йĕр çавăрма 111 çемьене 11 миллион та 642 пин тенкĕ субсиди панă. Ялта пурăнакан çамрăк специалистсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 2 миллион та 430 пин тенкĕ уйăрнă. Çывăх вăхăтра района çак тĕллевпе 3 миллион тенкĕ хушма укçа килмелле.

Наци проектне пурнăçлас тĕллевпе Шăнкăртам, Патăрьел, Туçа ял тăрăхĕсенче ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене йĕркеленĕ. Хушма хуçалăх тытакансене 150 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит, ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2 миллион те 430 пин тенкĕ субсиди панă.

Çавăн пекех уява килнисене Раççей ял хуçалăх банкĕн районти управляющийĕ Л.Егорова, Раççей федерацийĕн Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн управляющийĕ М.Ямалиев, Патăрьелĕнчи çу завочĕн директорĕ Ш.Куликов тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç.

Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене Патăрьелĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ, “Евгения” ташă ансамблĕ, Первомайскинчи халăх фольклор ансамблĕ, Каншелĕнчи фольклор ансамблĕ, уйрăм артистсем хăйсен юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç, чысларĕç.

Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче ял хуçалăх продукцийĕн куравĕ ĕçлерĕ. Унта çирĕме яхăн предприяти, 7-мĕш професси училищи хутшăнчĕç. Кашнийĕшне дипломпа хавхалантарчĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 ноября 2006
00:00
Поделиться