Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕр-шыв тата тĕнче рекорчĕсене çĕнетнĕ

Хĕрарăмсем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе официаллă ăмăртусене 2000 çултанпа ирттереççĕ. Пирĕн республикăри хĕр-атлеткăсенчен Чăваш ял хуçалăх академийĕн тренер-преподавателĕ пирĕн ентеш, Татмăш хĕрĕ, Л.Эллина чи пысăк çитĕнÿ турĕ. Любовь Александровна виçĕм çул Германири Гамбург хулинче тĕнче чемпионки ятне çĕнсе илчĕ.

Çак кунсенче Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче Раççей чемпионачĕ пулса иртнĕ. Кунта Л.Эллина 24 килограмлă снаряда сылтăм алăпа – 55, сулахай алăпа 63 хут сулласа çĕкленĕ, çапла майпа 118 очко пухса 60 килограмлă спортсменкăсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Любовь Александровнăн результачĕ – çĕр-шывăн тата тĕнчен çĕнĕ рекорчĕ.

Пирĕн вăйлă та пултаруллă спортсменкăн тренерĕ – Европа тата Раççей чемпионĕ пулнă тĕнче класлă спорт мастерĕ Туçара çуралса ÿснĕ Борис Николаевич Глинкин.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 ноября 2006
00:00
Поделиться