Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулĕ çирĕп йĕрке, тăрăшсассăн пĕрле

Районти шалти ĕçсен пайĕ оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕн эффективлăхне ÿстерни кăçалхи тăхăр уйăхра тăнăç та лăпкă пурнăç тытса тăма май пачĕ. Асăннă тапхăрта мĕн пурĕ 293 преступление шута илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вăл 13, 1 процент ÿснĕ. Вăл шутра криминаллă милици енĕпе иртнĕ çулти çак вăхăтринчен 1, 7, обществăлла хăрушсăрлăх милици ĕçĕпе 33 процент ÿснĕ.

Асăннă тапхăрта милици ĕçченĕсем йĕрке хуралĕнчи яваплăхне ÿстерсе пыни сисĕнет. Акă, сăмахран, кăçал питĕ йывăр преступленисене пурне те уçса панă. Пĕлтĕр вара ăна шăп çуррине çеç пайăрлатнă. Çакă, паллах, пирĕн ĕçре лăпланса лармаллине пĕлтермест, кашни преступление вĕçне çитерме хистет.

Чылай чухнехи пекех преступленисен ытларах пайĕнче уйрăм çыннăн мулне, обществăлла пурлăха çаратни. Милици сотрудникĕсем, участоксенчи уполномоченнăйсем вырăнсенчи пĕтĕмĕшле тăнăçлăхшăн, йĕркелĕхшĕн тимлеççĕ пулин те, пĕрлехи вăйпа ĕçлемеллисем те пур. Аслисем, ачасем, обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси чакманни шухăшлаттарать. Тăхăр уйăхра, сăмахран, 210 çынна пĕчĕк хулиганла ĕçшĕн, 923 гражданина обществăлла вырăнта ÿсĕр пулнăшăн явап тыттарнă. Асăннă кăтартусем маларахри çулта самай сахалтарах пулнă.

Пысăк ĕç яланах пĕчĕккинчен пуçланать. Преступлени те çавах. Юлашки çулсенче çул çитмен ачасем усалланса пыни пăшăрхантарать. Çак тапхăрта çул çитменнисемпе çыхăннă 21 преступлени пулнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен те пысăкрах.

Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен тивĕçĕсенчен пĕри саккунлă мар йĕркепе килте пăшал таврашĕ усранине, наркотиксемпе явăçнине тупса палăртасси, вĕсемпе усă курма чарасси. Çулталăк пуçланнăранпа пĕрремĕшĕпе 5, иккĕмĕшпе 4 факт пулнă.

Райшалĕçпайĕн сотрудникĕсем Чăваш Республикин административлă йĕркене пăсни çинчен калакан саккуна ялсенче мĕнле пурнăçланине, пăхăннине тĕрĕслес ĕçе те активлă явăçнă тесе калас килет. Асăннă саккунăн 10-мĕш статйи урамсенче, кил-çурт умĕнче тирпей-йĕрке тăвассипе çыхăннă. Хальхи вăхăтра вăл район, республика пĕлтерĕшлĕ ыйту, проблема. Çак саккуна пăхăнманшăн пирĕн сотрудниксем 413 гражданин ячĕпе протокол çырнă. Ку ыйту малашне те çивĕч пулĕ. Çавăнпа та вырăнти ял тăрăх пуçлăхĕсен участокри уполномоченнăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлемелле.

Милици ĕçĕ çăмăл та ансат тееймĕн. Пурнăçăн ытларах пайне вĕсем çемьерен ăрасна ирттереççĕ. Час-часах вăрăмлатнă кун йĕркипе, çирĕп режимпа ĕçлеççĕ, талăкĕпе дежурствăсенче, тĕрлĕрен ятарлă операцисенче, шыравсенче пулаççĕ. Урăхла каласан, пирĕн ĕçре милицин пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çеç çителĕксĕр. Унпа пĕрлех ăна унăн мăшăрĕ, ачисем шанни, кĕтни, ĕненни кирлĕ. Çавăнпа та хамăрăн професси уявĕ çитнĕ май эпĕ хамăрăн йышри милицисене, вĕсен çемйисене, ветерансене Милици кунĕ ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçу, ăнлану, пысăк чăтăмлăх сунатăп.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2006
00:00
Поделиться