Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрарăмсен конференцийĕ

Патăрьелĕнчи шкул-интернат залĕнче районти хĕрарăмсен XXII конференцийĕ иртрĕ. Унта “Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ” обществăлла организацин Патăрьел районĕнчи уйрăмĕн председателĕ О.Гусарова отчетлă тапхăрти ĕçсем тата малашлăхри тĕллевсем çинчен доклад турĕ. Доклад тăрăх çаксем тухса каларĕç: Т.Малинина – халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр директорĕ, Э.Медведева – Аслă Чементи хĕрарăмсен совечĕн председателĕ, Л.Кадкина – ЧР социаллă страховани фончĕн тĕп специалист-уполномоченнăйĕ, Т.Чылыкова – вĕрентÿ пайĕн опекăпа попечительство специалисчĕ, Д.Гайнуллина “Çăлкуç” реабилитаци центрĕн заведующийĕ, Н.Исаева – районти тĕслĕх библиотека директорĕ, Н.Надина – район больницин врач-наркологĕ, Р.Горшкова – Шăхачри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ.

Конференци ĕçне район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ.

Конференци сÿтсе явнă ыйту тăрăх тивĕçлĕ решени кăларчĕ, хĕрарăмсен совечĕн çĕнĕ составне, “Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен совечĕ” обществăлла организацин съездне кайма сакăр çынран делегат суйларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2006
00:00
Поделиться