Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эрне ĕçлĕ, тухăçлă иртнĕ

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвне ертсе пынă май, район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтанах иртнĕ эрне пирĕн тăрăха Республика Президенчĕ Н.Федоров килсе кайнипе паллă пулса юлнине каланă. Николай Васильевич район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, тĕрлĕрен строительство вырăнĕсене, ытти объектсене çитсе курнă, юлашкинчен районти культура çуртĕнче йĕркеленĕ ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен уявне хутшăннă. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче ĕçлĕ çÿревпе пирĕн районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ М.Игнатьев пулнă.

ЧР Президенчĕн программипе килĕшÿллĕн пирĕн районта умлă-хыçлах тĕслĕх библиотекăсем уçăлаççĕ. Иртнĕ эрнере çакнашкал савăнăç Кивĕ Ахпÿртсемшĕн пулнă.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов канашлура çавăн пекех район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те хускатнă. Паян, сăмахран, хĕле хатĕрленсе юр тăкмалли техникăсене шанчăклă хатĕрлесси, патшалăх çуртĕнче пурăнакансене, социаллă сферăри учрежденисене ăшăпа ăнăçлă тивĕçтересси, резервра топливо хатĕрлесси тĕп тĕллевсенчен пĕрисем.

Канашлура вĕрентÿ отраслĕнчи чылай ыйтусене те хускатнă. Республика программипе Интернет сетĕпе районти 33 шкул çыхăнмалла. Çак енĕпе ăста специалистсем хатĕрлес тĕллевпе ноябрĕн 20-мĕшĕнчен вĕрентÿ курсне йĕркелеççĕ.

Хальхи вăхăтра вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсемпе вĕсен çумĕсен аттестацине ирттереççĕ.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов планеркăра культура çурчĕсемпе клубсене газификацилес ыйтăва хăвăртлатмаллине уйрăмах пусарса каланă. Хĕллехи вăхăтра та ял çамрăкĕ вĕсенче хăйĕн вăхăтне усăллă ирттертĕр.

Планеркăра районăн тăхăр уйăхри социаллă-экономикăллă аталанăвĕн итогĕсемпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 ноября 2006
00:00
Поделиться