Вăт çỹре çиме пĕлмен качака пек
Районти уголовлă айăплав пурнăçланнине тĕрĕслекен инспекцинчен пĕлтернĕ тăрăх, РФ УК-ăн 119 стат-йипе килĕшỹллĕн, Патăрьелĕнче пурăнакан вăйпитти арçынна тимĕр решетке леш енне хупса хума тивнĕ. Мĕн айăпа кĕнĕ-ха аллă çул урлă каçнă çемье пуçлăхĕ? Çакскер ирĕклĕ пурнăçа кăмăлланă-мĕн. Пĕр тапхăрта мăшăрĕпе, тепринче урăххипе пурăннă. Çиме пĕлмен качака пек çỹренĕ. Мăшăрĕ каланине хăлхана та чикмен. Юлашкинчен айккинче ăшăлăх тупнă чун йăпатмăшĕпе те хирĕçсе, çапăçсах кайнă, ăна çĕçĕпе чикнĕ. Акă мĕншĕн икĕ çуллăхах ирĕкрен хăтарнă-мĕн мăнтарăн арçыннине.
"Авангард" (газета Батыревского района)