Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хушать

 

Сехет йĕппи пĕрмай малалла шăвать. Акă, вырма та, кĕрхи ĕçсем те хыçала юлчĕç. Эппин, ял хуçалăхĕнчи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме те вăхăт. Район пуçлăхĕн çумĕпе, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пай начальникĕпе М.Калмыковпа шăпах кăçалхи кăтартусем, çĕнĕлĕхсем пирки сăмах пуçартăмăр та.

-Мансур Минивалеевич, кăçалхи 10 уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр?

-Ял хуçалăх ĕçĕ хресченшĕн нихăçан та çăмăл пулман. Кăçал та çавах. Çур аки те, вырма та йывăр экономика условийĕсенче иртрĕç. Промышленность продукцийĕн, сĕрмелли-çунтармалли япаласен хакĕ ỹссех пырать, укçа-тенкĕ, пурлăхпа техника хатĕрĕсем çителĕксĕр тата ытти те. Апла пулин те ял ĕçченĕсем палăртнă тухăçа илме пултарчĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ 2006 çул валли тунă килĕшĕве пурнăçласа, ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕн индексĕ мĕн пур категориллĕ хуçалăхсем тăрăх 113,1 процент, республикипе - иккĕмĕш, ял хуçалăх организацийĕсем тăрăх 100,2 процент пулнă.

Пĕтĕмĕшле тĕш-тырă туса илесси 10,8 процент ỹснĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан тырă 3791 тонна, çĕр улми 6716 тонна ытларах туса илнĕ.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, "Малалла", "Красное знамя", "Звезда", "Исток" ял хуçалăх предприятийĕсем, улма-çырла питомникĕ тата ыттисем те професси уявне пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç.

Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан 38,5 центнер, "Малалла" - 34,1, "Батыревский" - 33,6, улма-çырла питомникĕ - 33, "Звезда" 32 центнер пуçтарса кĕртрĕç. Районĕпе - 25,5 центнер. Тĕш тырă тухăçĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр.

-Çĕр улми тухăçĕ те савăнтарать. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче "иккĕмĕш çăкăра" кашни гектартан 340 центнер, "Батыревский" хупă акционер пĕрлешĕвĕнче 320 центнер, "Труд" хуçалăхра - 290, "Истокра" - 280, "Малаллара" 252 центнер пуçтарса кĕртрĕç.

Республикипе туса илнĕ мĕн пур çĕр улмин 16 процентне Патăрьелсем çитĕнтернĕ. Ку кăтарту республикăра иккĕмĕш.

"Исток" çĕр ĕç фирминче 8525 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ. Кашни гектартан 550 центнер тухнă. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминчи тухăç _ 265, "Красное знамя" хуçалăхра 258 центнер.

Районĕпе кашни гектартан 321 центнер тухнă. Районĕпе 2384 тонна пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, "Малалла", "Колос", "Красное знамя", "Звезда" хуçалăхсенче кăтарту уйрăмах пысăк.

"Малалла" хуçалăхра хăмла та аван çитĕннĕ.

-Паллах килес çулхи тыр пул шăпи те шутлаттарать...

-Вырма вăхăтĕнче çанталăк лайăх тăни кĕрхи культурăсене вăхăтра акса хăварма май пачĕ. Юлашки çулсенче пĕрремĕш хут 6585 гектар çинче никĕс хывса хăвартăмăр. 2005 çулхинчен 18 процент нумайрах. 14950 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. 

- "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнлерех аталанать?

-Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ те тĕп вырăнта. Паян фермăсенче 530 ĕçчен вăй хурать. Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарас тĕллевпе хуçалăхсенче кашни условнăй выльăх пуçне 24,4 центнер апат единици хатĕрленĕ.

Тăхăр уйăхра районĕпе 24110 тонна сĕт сунă. Çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 9,9 процент нумайрах. Планпа пăхнă 3138 тонна вырăнне 3839 тонна аш-какай туса илнĕ е 122 процент тултарнă. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пур категориллĕ хуçалăхсенче те 135 пуç, сыснасен шучĕ 3647 пуç ỹснĕ.

Тăхăр уйăхра обществăлла секторта 832 тонна аш-какай, 4628 тонна сĕт туса илнĕ. Ку кăтарту, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какайпа 3,7 процент, сĕтпе 19,2 процент нумайрах. Аш-какай туса илессипе "Труд", Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, "Звезда", "Исток", "Хастар", "Красное знамя", сĕт сăвассипе "Труд", "Первомайск", "Колос", "Исток", "Малалла", "Звезда" хуçалăхсем ăнăçлă ĕçленĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа кашни ĕнерен 2923 килограмм сĕт сунă, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 700 килограмм пысăкрах. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче сăвăм - 4915, улма-çырла питомникĕнче - 4358, "Батыревский" хупă акционер пĕрлешĕвĕнче 3744 килогрампа танлашнă.

 "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçласа Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче сысна ĕрчетме аркăллă хуралтăсем, "Звезда", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче 2007 çулта ĕне сумалли залсем тума пуçлаççĕ.

Кĕтĕве çĕнетес тĕллевпе хуçалăхсем ăратлă 91 пуç пушмак пăру, 159 сысна туяннă.

Граждансен хушма хуçалăхсене аталантарас тĕллевпе халăха 5562 сысна çури сутнă.

23 ял хуçалăх предприятийĕ хурт-хăмăр ĕрчетессипе ĕçлет.

-Çĕнĕ техника туянас, çĕнĕ технологине ĕçе кĕртес тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех?

-Çулленех çĕнĕ йышши техника чылай туянатпăр. Ака агрегачĕсем, ДОН-1500Б комбайнсем, дискаторсем, алă вăйĕпе усă курмасăр çĕр улми, сахăр кăшманĕ пуçтарса илекен комбайнсем тата ытти те кỹрсе килнĕ.

-Ял хуçалăхне аталантарма патшалăх пулăшать-и?

-Унсăрăн епле-ха? 9 уйăхра республика бюджетĕнчен "элита" вăрлăх туянма 2754 пин, ỹсен-тăрансене хỹтĕлемелли хатĕрсем туянма 2468 пин, пысăк продуктивлă ĕнесене усрама 814 пин, ăратлă выльăх туянма 1863 пин, топливо валли 1889 пин, çĕр пулăхлăхне ỹстерме 2486 пин тенкĕ уйăрнă.

-Наци проекчĕ ял çыннисен пурнăçне çăмăллатни сисĕнет-и?

-Асăннă проекта пурнăçлас тĕллевпе Шăнкăртам, Патăрьел, Туçа ял тăрăхĕсенче ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене йĕркеленĕ. Хушма хуçалăх тытакансене 150 миллион тенкĕ çăмăллатнă кредит, ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе çамрăк специа-листсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2 миллион та 430 пин тенкĕ субсиди панă.

-Мансур Минивалеевич, ял хуçалăх ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе мĕн сунасшăн?

-Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене, шкул коллективĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, çемьере килĕшỹ, пурнăçра телей сунатпăр. Тайма пуç сире, ял ĕçченĕсем!

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2006
00:00
Поделиться