Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Самана саламатне тутаннисем, шар курнисем асра

 Иртнĕ тунтикун 30-50-мĕш çулсенче политика репрессине пула шар курнă çынсене асăнмалли кун пулчĕ. Ăраскалĕ йывăр шăпаллă çаврăнса тухнисем пирĕн районта та пайтах. Реабилитациленнисем паян 85-ĕн пурăнаççĕ. Вăхăтĕнче таса ячĕсене вараласа тĕрмесенче, ссылкăсенче нушалантарнисене, вĕсен çемйисене район пуçлăхĕ саламланă, пурне те çирĕп сывлăх, хавхалану суннă, пысăк чăтăмлăхшăн тав тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2006
00:00
Поделиться