Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йĕрке тума вăрăм лекци вуламалла-и

 

Пĕр тапхăрта район территорийĕнчи обществăлла ĕне-выльăх витисенчен чĕлхесĕр янаварсем йĕп пекех çухалчĕç. Паян пĕр çĕрте, ыран тепĕр вырăнта "ăшă" тупать хурах. Хỹрисем çине те пусма май çук вĕт. Агропромышленность комплексне кĕрекен предприятисенче чылайăшĕнче хурал таврашĕ пулманни те вĕсемшĕн симĕс çутă вырăннех.

Юлашки вăхăтра çак пăтăрмаха вĕçлес, малалла вырăнсенче ку тĕлĕшпе лайăх ĕçлесе каяс тесе район пуçлăхĕ ятарласа кашни ертỹçĕпех калаçу ирттерни питĕ курăмлă. Вăрă-хурахсемшĕн шлагбаум лартнă темелле. Çапах та милици ĕçченĕсем çакнашкал ĕçе Çĕньял тăрăхĕнче йĕркелесе ярайман пирки пăшăрханаççĕ-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2006
00:00
Поделиться