Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕметсем çунатлă, шанчăкпа хăватлă

 

Районти хуçалăхсенче хĕрарăм-ертỹçĕсене шутлама алăри пỹрнесем те çителĕклĕ. Вăтам сыпăкрисем вара ытларах: ферма заведующийĕсем, зоотехниксем, ветврачсем, агрономсем, бригадирсем тата ытти те. "Первомайск" хуçалăхри В.Чернова зоотехник, ветеринари врачĕ, ферма заведующийĕ пирки те çавнах каламалла. Черчен хулпуççи çине харăсах виçĕ ĕç тиени кăштах тĕлĕнтерет те. Йывăр лава арçынсемпе тан туртмалла-çке. Унсăр пуçне çемье вучахне те сỹнме памалла мар. Хăйне сăмах парар-ха.

-Валентина Васильевна, йывăр тапхăрта хăвăр çине çакăн чухлĕ яваплăх илме хăрамарăр та-и?

-Хама мĕн кĕтнине малтанах пĕлнĕ эпĕ. Хуçалăхра 37 çул ĕçлесе фермăсен ĕçне пилĕк пỹрне пек хăнăхса çитрĕм, лару-тăрăва лайăх пĕлетĕп. Маларах пăшăрханни те, иккĕленни те пулнă. Фермăсен ĕçченĕсем шанни çунат хушрĕ тейĕн, малалла хăюллăрах утма, пăхма тытăнтăм. Шанăçа тỹрре кăлармаллах тесе тĕллев лартрăм.

-Чылай çĕрте, выльăх-чĕрлĕх тупăшлă мар тесе, ĕнесен, вăкăрсен, сыснасен шутне нумай чакарчĕç. Сирĕн апла мар. Мĕнрен килет-ха çакă?

-Çĕр-шывĕпех çак пулăм вăй илчĕ. Нумай çĕрте выльăх-чĕрлĕх йышĕ пысăк хăвăртлăхпа чакса пычĕ. Анчах пурнăç çакна та кăтартрĕ: выльăх-чĕрлĕх йышлă усракан хуçалăхсем çеç ура çинче çирĕп тăраççĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, "Труд", "Звезда", "Красное знамя", "Малалла" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенчен тĕслĕх илмелли пурах. Паянхи куна пирĕн фермăсенче 320 пуç ĕне-выльăх. 110 пуçĕ - сăвăнаканни. Самăртма хупнисем - 70. Ольга Капралова, Галина Капралова, Любовь Шайдукова, Надежда Удалова кашни ĕнерен талăкра 9,5-10-шар килограмм сĕт сăваççĕ. Иртнĕ çулхи 9 уйăхра 1755 килограмм сунă, кăçал - 2660. Пĕлтĕр кашни 100 ĕне пуçне 58 пăру çеç илнĕ, кăçал - 86. Ольга Шайдуковăн кăтартăвĕсем ыттисенчен аванрах. 20 çула яхăн дояркăра ĕçлекенскерĕн ĕç опычĕ пысăк.

Самăртакан ĕне-выльăха амăшĕпе хĕрĕ - Лидияпа Надежда Алексеевăсем пăхаççĕ. Вĕсем пăхакан выльăхсем талăкра 950 грамм ỹт хушаççĕ. Елена Кудряшовăпа Людмила Протасова пăхакан çамрăк пăрусем 650-700 грамм хушăнса пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте Николай Смирнов, Александр Иванов, Василий Платонов скотниксен тỹпи те пысăк.

Выльăхсем çăвĕпех çуллахи лагерьте. Кăçал та октябрĕн 18-мĕшĕнче çеç витесене куçартăмăр.

-Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илессине чакарас мар тесен çителĕклĕ апат, хăтлă витесем, ĕçе çĕнĕлле йĕркелени те кирлĕ.

-Витесене начар тесе калама çук. Тулаш енчен çирĕп-ха вĕсем. Шалтан вара юсама, çĕнетме тиветех. Кăçал та çаплах турăмăр. Апат та начар мар.

Рацион пуян. Ĕнесене 3 килограмм тĕш тырă фуражĕ, 15 килограмм сенаж, 5 килограмм улăм, 10 килограмм жом, самăртма хупнисене 2 килограмм тĕш тырă фуражĕ, 15 килограмм жом, 5-6 килограмм улăм, çамрăк пăрусене утă, 1 килограмм тĕш тырă фуражĕ паратпăр.

-Фермăра вăй хуракансене ĕçшĕн мĕнлерех хавхалантаратăр?

-Дояркăсене 1000 тенкĕлĕх сĕт суса илсен 500 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх пăхакансене 1 тонна тырă (çурри тỹлевсĕр), 1 машина вутă, 50 килограмм сахăр песукĕ, 500 килограмм улăм, 20 сотăй çулмалли утă параççĕ. Шупашкара театр-концертсене, пĕр хутчен хулан пасарне илсе каяççĕ. Çĕнĕ çула, Пĕтĕм Тĕнчери хĕрарăмсен уявне, çуралнă кунсене, ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне, ĕçпе юрă уявне пĕрле, ушкăнпа уявласси йăлана кĕнĕ. Хуçалăх правленийĕ парнесемпе чыслать.

-Валентина Васильевна, эсир тата сысна фермишĕн те яваплă вĕт-ха. Унта лару-тăру мĕнлерех?

-Ку фермăра 87 пуç сысна. 7-шĕ ама, пĕр аçа, 30-шĕ самăртма хупнисем, ыттисем - çура. Сыснасене хушма хуçалăхшăн çеç усратпăр, столовăй валли аш-какай пултăр тесе. Ку ферма хуçалăха тăкак çеç кỹрет. Унсăр пуçне пирĕн 31 лаша пур. Унпа хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе тума усă куратпăр.

-Пĕччен суран- типсе пырать, халăх сурать - кỹлĕ пулать тенĕ. Йывăр лава туртма пулăшакансем пур-и?

-Паллах, унсăрăн епле-ха. Чи малтанах кооператив ертỹçине Михаил Владимирович Петрова тав сăмахĕ каласшăн. Вăл фермăсенче тăтăш пулать, ырă сĕнỹ-канашпа пулăшать, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене хавхалантарсах тăрать.

-Валентина Васильевна, тавах калаçушăн, ĕçĕрсем ăнса, ĕмĕтĕрсем тулса пыччăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2006
00:00
Поделиться