Патăрьелĕнче- сывлăх кунĕ
Çак кунсенче Патăрьел район пуçлăхĕн парнисемшĕн йăлана кĕнĕ эстафета чупăвĕ иртрĕ. Çăмăл атлетсен чупăвне 350 спортсмена яхăн хутшăнчĕ.
Пĕрремĕш старта шкул çулне çитмен ачасем тухрĕç. Çивĕч кĕрешỹре Упамса, Шăнкăртам, Аслă Чемен сачĕн командисем мала тухрĕç.
Спортпа туслă çемьесен хушшинче Макаровсем тата Камалетдиновсем, шкулсенчен- Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн, Первомайскинчи вĕрентỹ центрĕн, Ишлĕ Шетмĕ шкулĕн командисем чи лайăххисен ятне тивĕçрĕç. Хĕрарăмсенчен- Упамса, арçынсенчен Первомайски ял тăрăхĕн командисене çитекенни пулмарĕ. Предприяти- организацисен йышĕнче Перекет банкĕн уйрăмĕн, бюджет сферинче ĕçлекенсен хушшинче налук инспекцийĕн командисем мала тухрĕç.
"Сывлăх кунĕ" спорта кăмăллакансемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ.