Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юратнă ĕç - телей

 

Эх, ку çамрăклăх! Ытла та хăвăрт иртет-çке, ăна чаршав карса та чарма çук... Хория Кияметдиновна Камалетдинова Патăрьелĕнчи обществăлла апатлану предприятийĕн "Нива" ресторанĕн кулинари цехĕнче ĕçлеме пуçланăранпа та чĕрĕк ĕмĕр вăшт! çеç иртсе кайрĕ. Анчах пурнăçра нимĕн те йĕрсĕр иртмест-çке. Аса илмелли, тишкермелли пайтах. 1

959 çулта Шăнкăртамри Кияметдинпа Зельхабире Сыраевсен çемйинче тăваттăмĕш ача çуралнă. Пĕчĕк хĕре Хория ятлă хунă. Ашшĕ-амăшĕшĕн вăл çĕрĕн-кунĕн пĕр чарăнмасăр йĕнипе асра юлнă. Уçă сассипе янăраттарнă çеç. Питĕ чĕрĕ пулнă вăл, лара-тăра пĕлменскер, ашшĕ-амăшне те, аппăшĕ-тетĕшĕсене те канăç паман. Каярахпа татах та ачасем çуралнă. Саккăрăн ỹснĕ вĕсем. Сĕтел тавра апата ларсан чашăкра 8 кашăк харăс шакăртатнă. Пиллĕкмĕш класа çỹреме пуçласан Хория амăшĕн çывăх пулăшаканĕ пулса тăнă. Чустаран кукăль-булка, пỹремеч, чак-чак - тем те пĕçерме вĕреннĕ хĕр ача. Аслисемпе кĕçĕннисем тутлă çимĕçсене мухта-мухта çинĕ. "Санăн кулинар пулмалла" тесе хавхалантарнă. Хĕр пĕрчи çакăншăн шутсăр хĕ-пĕртенĕ.

Ачалăхри ĕмĕте пурнăçа кĕртес тĕллевпех Хория Шăнкăртамри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти кулинари училищине çул тытнă. Диплом илсен 2 çул пир-авăр комбиначĕн çип арлакан фабрикин столовăйĕнче ĕçленĕ. Çакă ăна ăсталăха туптама пулăшнă. Хастарлăхне кура хĕре кашни уяврах Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. А

нчах амăшĕн хĕрне хулара усрас килмен. Кашни çырурах Хорияна киле таврăнма чĕннĕ. Çапла çаврăнса çитнĕ хĕр тăван яла. 1980 çулта Патăрьел ресторанĕнче вăй хума пуçланă. Кулинари цехĕнчи Лида Волкова, Нина Румянцева вĕрентсе, пулăшса пынăран ĕçе хăвăрт хăнăхнă.

 Халĕ хăй те пысăк разрядлă кулинар. Зоя Петровна Цветкова, Делия Александровна Шашкинăпа пĕрле мĕн кăна пĕçермеççĕ пуль: кукăль, пицца, печени, булка, ватрушки, хуплу, чак-чак, торт, сосиски тата ытти те. Кирек мĕнле заказа та хаваспах пурнăçлаççĕ. Пĕр уйăхра 38 пинлĕх продукци кăлармалла пулсан 56-57 пинлĕх пĕçереççĕ. Çынсем вĕсемпе кăмăллă. Туй тăваççĕ-и е юбилей - тỹрех кунта килсе заказ параççĕ. Ĕлкĕртейменни нихăçан та пулман.

Хория Киаметдиновна ĕçре çеç мар çемьере те маттур. Мăшăрĕшĕн шанчăклă, савнă арăм, ачисемшĕн юратнă анне. Мансур Хадеевичпа виçĕ ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Туслă çемьере ăслă-тăнлă çитĕннĕ вĕсем. Ильнар Шупашкарти ял хуçалăх академийĕн механизаци факультетĕнче вĕреннĕ, менеджерта ĕçлет. Гельнара Ульяновскри суту-илỹпе экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, аптекăра бухгалтер. Куçăмсăр майпа ЧПУн Патăрьелĕнчи филиалĕнче вĕренет. Кĕçех диплом илет. Динар та студент, Мускав университечĕн Шупашкарти филиалĕнче ăс пухать.

Камалетдиновсем ачисене пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарнă. Патăрьелĕнче хваттерте пурăннă вăхăтра та Шăнкăртамра çĕр илсе пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Хĕрĕ те, ывăлĕсем те укçа хакне туйса, пĕлсе ỹснĕ. Хорияпа Мансур халĕ те тĕп ĕçпе çеç лăпланса пурăнмаççĕ. Шăнкăртамра тĕреклĕ çурт-йĕр çавăрнă, çĕрĕ те самаях, выльăх-чĕрлĕх те йышлă усраççĕ.

Хория Кияметдиновнăна обществăлла апатлану предприятийĕнче те сума сăваççĕ. Çак ырă ята вăл тăрăшулăхĕпе, хастарлăхĕпе тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2006
00:00
Поделиться