Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Комиссире- йĕркене пăсакансем пирки

 Иртнĕ эрнере районта йĕркене пăсакансене профилактика тăвас ыйтупа ĕçлекен комиссин ларăвĕ пулнă. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пынă.

Комисси ларăвĕнче райшалĕçпайĕнче обществăлла хăрушсăрлăх милици начальникĕн тивĕçĕсене туса пыракан А.Сорокин Чăваш Республикинче административлă йĕркелĕхе пăхăнмалли çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçласа пыни пирки тухса калаçнă.

2006 çулта районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен вăйĕпе 5287 административлă протокол çырнă, тĕрлĕ сăлтавпа йĕркене пăсакансене 609465 тенкĕ штраф панă. Чăваш Республикин маларах асăннă саккунĕпе килĕшỹллĕн, кăçалхи тăхăр уйăхра районти 492 çынна административлă йĕркепе айăпланă. Вĕсенчен ытларах пайĕ - 413-шĕ тирпей-илем пирки йĕркене пăснисем.

Районта ăнăçсăр çемьесемпе ĕçлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри шутланать. Çав ыйтупа çул çитмен ачасемпе тата вĕсене хỹтĕлессипе ĕçлекен комисси секретарĕ В.Семенов калаçнă. Хальхи вăхăтра çакнашкал 54 çемье шутра. Вĕсенче 146 çул çитмен ача. Çакнашкал ушкăнти ачасене ятарлă тимлĕх, урăхрах воспитани кирлĕ. Ку тĕлĕшпе районта ятарлă комисси пур. Вĕсем çирĕплетнĕ графикпа йывăр шăпаллă çемьесенче пулаççĕ, тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама тăрăшаççĕ. Çапах та малашне ку ыйтупа тата ытларах тимлемелле. Çакăн валли сăлтавĕ те пур. Акă, сăмахран, çул çитмен ачасем тунă 21 преступленирен 70 проценчĕ ăнăçсăр çемьесенчен.



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2006
00:00
Поделиться