Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кĕр пуян - кăмăл аван

 

Çак кун Анат Туçари пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулта вĕренекенсем чăн-чăн кĕр пуянлăхне классене куçарчĕç. Мĕн кăна çитĕнтермен иккен ачасем ашшĕ-амăшĕпе хăйсен хуçалăх çĕрĕ çинче! Çырла, пан улми, кишĕр, кавăн, сухан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, ытти çимĕçсене илсе пынă вĕсем шкула. Пахча çимĕçрен салатсем хатĕрленĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем ỹкерчĕксем тунă. Пỹлĕмсене кĕрхи çулçăсемпе илемлетнĕ. "Кĕрхи бала" шкулти кашни ача хутшăнчĕ. Вĕсен ĕçне комисси хакларĕ. Сĕтелсене пăхса баллсем лартрĕ.Пахча çи-мĕçе мĕнле çитĕнтернине, вĕсенчен тутлă салатсене мĕнле хатĕрленине каласа памалла пулчĕ. Пурне те видеопа ỹкерчĕç. Юлашкинчен конкурссем пуçланчĕç. Вĕсене аслă классене çỹрекенсем хутшăнчĕç. Кĕске хушăрах тĕрлĕ кĕрпене пĕр-пĕринчен уйăрма, кĕрхи сăна хут çине ỹкерме тата ыттине пурнăçлама та çăмăлах мар иккен. Художество пултарулăхне кăтартма маларах хатĕрленни пулăшрех. Интереслĕ иртрĕ уяв каçĕ. Кашни ача киленỹ тупрĕ унта. Конкурссенче тупăшнă, ташланă, юрланă хыççăн вĕри чейпе хăналанма кăмăллă пулчĕ. Баллсене пĕтĕмлетни тата савăнтарчĕ. Пĕрремĕш вырăна çиччĕмĕшсем тухрĕç. Туслăх çĕнтеретех иккен. Ку хутĕнче Максим Перепелкинпа Алеша Исаев та матур пулчĕç. Ачасене Л.Ильина класс ертỹçи хавхалантарса тăчĕ. Халĕ уяв çинчен ỹкернĕ видеофильма вĕренекенсем класс сехечĕсенче пăхаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2006
00:00
Поделиться