Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăхпа çыхăнса ĕçлеççĕ

 

Первомайскинчи почта уйрăмĕнчен çын татăлмасть тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕрлĕ ыйтупа пыраççĕ кунта. Пĕрисем электроэнергипе, газпа усă курнăшăн укçа тỹлеççĕ. Уйăхсерен татăлмалла парăмпа. Теприсем 2007 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнасшăн. Виççĕмĕшĕсем ют хулана заказлă çыру е бандероль ăсатасшăн. Телефон çыхăнăвĕпе усă курас текенсем те пур тата ытти те. Куллен сахалтан та 50-60 çынна йышăнма тивет. Хăш-пĕр тивĕçлĕ канăва тухнисем электроэнергипе е газпа усă курнăшăн çăмăллăхсене чакарса паракан тỹлеве мĕн чухлĕ çырмаллине те пĕлмеççĕ. Квитанцине те тултармалла. Циркуляркăпа е сварка аппарачĕпе усă курмашкăн укçа тỹлеççĕ. Халĕ шăпах тата çырăнтару тапхăрĕ пырать. Почтальонкăсенчен кĕнĕ заказсене йышăнмалла. Пенси е ача пособи укçисене вăхăтра хуçисем патне çитермелле. Уйăхсерен 1400 ытла çынна ку ыйтупа тивĕçтермелле. Эрнере 5 хутчен почта килет. 2006 çулхи иккĕмĕш çур çул валли 1427 хаçат-журнал çырăннă. Çак хисепе кашни çырăнтару тапхăрĕнчех чакармаççĕ. Пилĕк почтальонка уйрăмра: Р.Чернова, В.Петухова, Т.Ильметова, Л.Козлова, З.Яковлева. 2007 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнтарма пуçăннă. 200-е яхăн çемьепе калаçма ĕлкĕрнĕ. Район хаçатне çырăннисем те самаях. Первомайскинчи Валерипе Алексей Фроловсем, А.Горшков, В.Савинов, З.Данилкина кашни хутĕнчех чи малтанах "Авангард" хаçата илсе тăма çырăнаççĕ. Хăйсен ĕçне тивĕçлипе туса пыма тăрăшаççĕ почтальонкăсем. Кĕрхи йĕпе-сапа çанталăк, иртерех каç пулни те хăратмасть вĕсене. Вăхăтра çитме тăрăшаççĕ хул урлă сумка çакнăскерсем кĕтекенсем патне. Ĕçе йĕркелесе тăраканĕ вара почта уйрăмĕн ертỹçи В.Кондратьева.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2006
00:00
Поделиться