Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти фермăсенче ĕнесенчен мĕн чухлĕ сĕт суса илнине кăтартни (октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне)

Цифрăсен пĕрремĕш колонки – талăкра кашни ĕнерен сĕт сунă, иккĕмĕш – пĕлтĕрхи талăкри сăвăм, виççĕмĕш – пĕлтĕрхи çав вăхăт-рипе танлаштарсан ÿснĕ (Ç) е чакнă (–) килогрампа

Ленин ячĕллĕ 16, 5 14, 2 2, 3

Питомник 16, 3 8, 7 7, 6

Колос 13, 8 9 4, 8

Батыревский 12, 4 10 2, 4

Малалла 12, 0 10 2, 0

Звезда 11, 3 10, 3 1, 0

Красное знамя 10, 2 10, 5 -0, 3

Труд 10, 0 6, 5 3, 5

Исток 8, 9 6, 8 2, 1

Первомайск 7, 9 8, 5 -0, 6

Гвардеец 7, 9 8 -0, 1

Тойси 7, 5 9, 1 -1, 6

Мир 6, 1 5, 9 0, 2

Корма 5, 9 4, 1 1, 8

Родина 5, 6 2, 8 2, 8

Знамя 4, 6 3, 0 1, 6

Заря 4, 3 9, 3 -5, 0

Югель 4, 1 5, 3 -1, 2

Хастар 4, 1 5, 6 -1, 5

Дуслык 2, 6 4, 5 -1, 9

Районĕпе 9, 7 8, 0 1, 7

АПК предприятийĕсемпе хутшăнусене йĕркелекен пай пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне районĕпе 14934 тонна сĕт суса илнĕ, 12811 тонна сутнă. Кашни ĕнерен 2923 килограмм сĕт сунă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 700 килограмм нумайрах. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче сăвăм 4915 килограмм, улма-çырла питомникĕнче – 4358, “Батыревский” акционерсен хупă пĕрлешĕвĕнче – 3744, “Красное знамя” хуçалăхра 3546 килограмм. Сĕт сутассипе Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, “Красное знамя”, “Труд”, “Колос”, “Малалла”, “Батыревский” хуçалăхсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Районĕпе кашни ĕнерен талăкра 9, 7 килограмм сĕт сунă, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 1, 7 килограмм ытларах. Талăкри сăвăм хисепĕ Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче, улма-çырла питомникĕнче, “Колос”, “Батыревский”, “Малалла” хуçалăхсенче пысăкрах.

Çав вăхăтрах “Дуслык” хуçалăх ĕнисем талăкра качака чухлĕ çеç сĕт антараççĕ. Кăтарту 2, 8 килогрампа танлашать, иртнĕ çулхинчен 1, 9 килограмм пĕчĕкрех. Иртнĕ çул “Заря” хуçалăхра çак вăхăт тĕлне кашни ĕнерен 9, 3 килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал – 43. 5 килограмм чакнă. “Хастар”, “Югель” хуçалăхсенче те 4, 1 килограмм çеç суса илеççĕ. “Знамя”, “Родина” хуçалăхсенче те сăвăм пĕчĕк.

Уйрăмлăх акă мĕнрен килет: хăш-пĕр хуçалăхра фермăри ĕç йĕркине, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усрамалли технологине пăхăнмаççĕ, сăвакан ĕнесен йышĕ чакса пырать. Пĕлтĕрхи 9 уйăхрипе танлаштарсан, сăвакан ĕнесен шучĕ районĕпе 200 пуç, “Югель” хуçалăхра – 44, “Дуслыкра” – 43, “Знамя” хуçалăхра – 34, “Родинăра” – 30, “Мир” хуçалăхра 15 процент чакнă.

Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси хуçалăх ертÿçисенчен, специалистсенчен нумай килет. Вĕсен ĕçе яваплăха туйса, выльăх пăхакансен шанăçне тÿрре кăларас тесе йĕркелесе пымалла. Хальлĕхе чылай çĕрте çакă сисĕнмест-ха, ĕçе хăй еккипе янипех çырлахаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 октября 2006
00:00
Поделиться