Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурăнать аксакал Сителте, тарăн йĕр хăварса çĕр çинче

 

Пукрав ăшши хупнă май тĕрлĕ кукăль пĕçерчĕ Анастасия Ивановна. Кашни çулах çапла вăл. Сăлтавĕ те пур. Çуралнă куна ачисем, мăнукĕсем, кинĕ- кĕрỹшĕ, тăванĕсем шăкăринех пуçтарăнаççĕ. Çул хыççăн çул хыçа хăваракана малашлăхра пурнăма сĕнеççĕ. Амăшĕ, асламăшĕ, кукамăшĕ пĕçернĕ çемçе кукăле вĕри чейпе ĕçеççĕ. Çак çемьере ĕçкĕ- çикĕ малта тăмасть. Сĕтел йĕри-тавра пуçтарăнса шăкăл-шăкăл калаçса ларасси вара йăлана кĕнех. Çакна çемье пуçлăхĕ Евтропий Евлампьевич та кăмăллать. Пурин сывлăхĕпе те тĕплĕн интересленет вăл. Ачисен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăнать. Вĕсем йăх- несĕл тымарне сарса пынăшăн, ашшĕ- амăш ятне çỹлте тытнишĕн хĕпĕртет. Шăпах çакна ĕмĕтленнĕ пурнан пурнăçра Е.Камышов.

Евтропий Евлампьевич çамрăк çын мар ĕнтĕ. 79 çул тултарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ăна сывлăхне упрама пулăшать. Халĕ те çамрăксемпе юнашар тăрса утă çулма пултарать вăл. Çемьере шăкăл-шăкăл пурăнни, пĕр-пĕрне ăнланни пурнăç çулĕпе тĕрĕс утса пыма пулăшнах ăна.

Ылтăн алăллă, теççĕ Ляли (ялта ăна çапла чĕнеççĕ) тетене. Мĕн кăна ăсталама, юсама, тума пĕлмест-ши вăл. Пăхăсăн, хăй "чун кĕртнĕ" пĕчĕк таркторĕпе пахча сухалать. Çуллахи вăхăтра мăшăрне, мăнукĕсене лартса вăрмана çырлана, милĕке, кăмпана каять.

-Чăн-чăн лаша вырăнĕнче вăл маншăн. Вутă, утă турттарса хатĕрлеме пулать. Çын патне кайса йăлăнасси çук ĕнтĕ, - тет пĕчĕк хурçă учĕ çинчен сăмах хускатсан. Мĕн кирли хуçалăхра пурте пур. Çăнăх авăртма кооператив арманне çỹремеççĕ. Евтропий Евлампьевич ăна хăех ăсталанă. Çамрăк çурасемпе пăрăва пахча çимĕçе тураса çитереççĕ. Теркăпа мар, электричество вăйĕпе. Купăста тăварлама тỹмелли, пан улми сокне кăлармалли, ытти хатĕрсем пур.

 Ляли тете патне ялта пулăшу ыйтма пыман кил юлман. Камăн телевизор, холодильник, кĕпе çăвакан машина, е йăлара усă куракан ытти япала ĕçлемест - тỹрех ăстаçă патне чупса килеççĕ. Çĕвĕ çĕлекен машинăсене те унсăр пуçне юсаканни çук. Груз турттаракан е çăмăл автомашинăсен кăлтăкĕсене те часах тупать Евтропий Евлампьевич. Унра Турă пани пурах. Йăхран йăха куçакан ăсталăхĕ те юлнă.

Кирек кам пурнăçне илсессĕн те кĕнеке çырма пулать. Камышовсенне те çавах. Ляли тетен ашшĕпе амăшĕ ĕçрен маттур пулнă. Вĕсем таврара çĕвĕ çĕлессипе палăрнă. Ашшĕ Вăрçăран аманса таврăннă. Урасăрскер, кил хушшинчи ĕçпе йăпаннă.

Саманан терт-нуши ăна ачаранах çыпçăннă. Улттă тултарнăскер, Пăлапуç Пашьелĕнчи шкула çĕреме пуçланă. 7 класс хыççăн Канаша машинист помощникне вĕренме кайнă. Ултă уйăхлăх курсра пĕлỹ пухнăскере çавăнтах ĕçлеме хăварнă. Пăравус кочегарĕн тивĕçĕсене пурнăçлама пĕрре те çăмăл пулман. Сыпăланă вăрăм вут пуленккисене кăмакана пăрахса пыма тивнĕ. Самантлăха куç хупса илнипех çырлахнă. Ĕшеннипе пуçа фуфайка çанни çине хурсан сисмесĕрех çывăрса каятăн. Ун пек юраманах. Çи çăмăлли те, хырăм выççи те пулнă. Ялан çĕнĕ кун ырă хыпарсем илсе килессе ĕмĕтленнĕ. 6 çул пăравус çинче ĕçленĕ Ляли тете. 1951 çулта вара çар ретне тăма ят тухнă. Литвана çакланнă ĕçпе пиçĕхнĕ çамрăк. 3 çул Каунасра службăра тăнă. Радист, радиостанци начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

-Ура çине ир ĕне пусрĕ манăнне. Çавăнпа çамрăклах авланма тỹр килчĕ. Мăшăрăмпа 8 ача çуратса пăхса ỹстертĕмĕр. Халĕ вĕсен савăнăçĕпе пурăнатпăр, - виçеллĕ çеç калаçать сумлă ватă. Ашшĕ-амăш хỹтлĕхне кашни ачи тивĕçлипе туйнă. Халĕ те Маруçпа Маня юнашар, хирĕçле çурт- йĕрпе пурăнаççĕ. Коля ывăлĕ кукамăш плантĕнче тĕпленнĕ. Нина тĕп киле вырнаçнă. Вальăпа Лидя, Витя Шупашкарта хваттер илнĕ. Вăхăтĕнче саккăрăн сак тулли чупнăскерсен ывăл-хĕре те авланса- качча кайса çемьеллĕ Пулнисем пур. Аслашшĕ- асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшне мăнуксемлĕ тунă.

Улми йывăççинчен аякка ỹкмест, теççĕ. Ляли тетен Коля ывăлĕпе Левик мăнукĕ те хăйнех хунă. Физикăпа интересленекенскерсем, мĕн кăна юсама пĕлмеççĕ. Йăлара усă куракан кирек хăш япалан ĕмĕрне тăсма пулăшаççех вĕсем. Çакнашкал çынсене кам-ха ырăпа тав тумĕ.

Ĕçлĕ пурнăçăн ытларах пайне водительте, кайран электрикра ирттерчĕ Е.Камышов. Пĕрле ĕçленĕ тус-юлташĕсем ăна яланах ырăпа аса илеççĕ. Рейса тухма шанчăклă çын пулнине палăртаççĕ. Унран канаш ыйтакансем йышлăн пулнă. Ирпе парка килсе машинăна хускатасса куç пек кĕтнĕ. Кашни кун çула тухнă ун чухне. Канаша, Йĕпреçе тырă леçме мĕн чухлĕ çỹремен-ши! Хура кĕркуннеччен уй-хирте çитĕннĕ çĕр улмине, выльăх кăшманне путвала турттарнă. Хĕл каçиччен вăрман кăларнă. Канăçĕ пачах та пулман. Электрикра вăй хунă чухне те пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме пултарнипе палăрнă Евтропий Евлампьевич.

Ун айăпне пула фермăра ĕне сăвасси (вите тулли выльăх пулнă колхозра), тислĕк кăларасси, çĕпре тăвасси, апат хатĕрлесси чарăнса ларман. Халĕ вĕсен çурчĕсем те кашни ялтах сыхланса юлайман. Хăш-пĕрисем музей экспоначĕ евĕр çеç лараççĕ.

Килти мастерскойĕнче кăштăртатман кун иртмест Евтропий Евлампьевичăн. Ĕçĕ тупăнатех. Кỹршĕ ялсенчен пулăшу ыйтма килекенсем машинăпах лартса каяççĕ. Сăпайлăхĕ пысăкран тепĕр чухне тав тунипех çырлахать.

-Аслă шкулта вĕренсе ăс пухман эпĕ. Тĕрлĕ приборсемсĕрех юсавсăр йăла техникин кăлтăкĕсене тупатăп. Туйăмсем пысăк. Турă пани пур. Çынна ырă тунишĕн савăнатăп,-_ тет Ляли тете.

Ырри ырăпа таврăнатех. Çавăнпа Евтропий Евлампьевича кашни тĕл пулан çын кăмăлтан сывлăх сунать, ĕç туса панăшăн тав туса вăрăм ĕмĕрлĕ пулма сĕнет. Эпир те çак сăмахсем çумнех хутшăнасшăн, 100 çул сывлăхпа пурăнма сĕнесшĕн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 октября 2006
00:00
Поделиться