Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çирĕп сывлăх – ĕçшĕн пулăш

Ку вăл, чăнах та, çапла. Сывлăхлă çын çеç тухăçлă ĕçлеме, çĕр-шыв пуянлăхне ÿстерме пултарать. Пуян çĕр-шыв – пуян халăх. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров халăх сывлăхне çирĕплетес енĕпе куллен тăрăшать, çакăн пирки аса илтерсех тăрать. Районта та юлашки çулсенче сывлăха çирĕплетес енĕпе сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. Çав ĕçсенчен чи палăрăмли – спорт ăмăртăвĕсем.

Районта хĕлпе кĕркунне вĕçĕсенче Сывлăх кунĕсем йĕркелесси йăлана кĕчĕ тесех каламалла. Акă, шăматкун виççĕмĕш хут кĕрхи Сывлăх кунĕ иртрĕ.

Патăрьелĕн тĕп лапамĕнче спорт тумĕ тăхăннă ачасем те, çамрăксем те, çулланнисем те йышлă. “Чирлекенсем” те пайтах. Сивĕ çанталăк никама та хăратайман курăнать. Лапам çийĕн саланакан савăнăçлă кĕвĕ кашнине тыткăнлать, ахальтен-им кашнин питĕнче – хаваслăх, хавхалану.

Палăртнă вăхăтра Сывлăх кунне хутшăнакан çăмăл атлетсен парачĕ пуçланчĕ. Спорт тусĕсене район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министерствин представителĕ А.Деверинская, спорт ветеранĕ Ф.Фазуллин саламларĕç, ÿсĕмсем сунчĕç. Социаллă аталану пайĕн специалисчĕ А.Краснов Сывлăх кунĕн программипе паллаштарчĕ. Программа, чăнах та, анлă та пуян. Вун пĕр ушкăнпа эстафетăра чупмалла тĕрлĕ çулхисен, тĕрлĕ çĕрте вĕренекенсемпе ĕçлекенсен.

Чи малтанах старта ача сачĕсенче çÿрекенсем тăчĕç. Вĕсем çине пăхсан районта спорт малашлăхĕ пысăкки çинчен иккĕленместĕн. 15 команда килнĕ Сывлăх кунне. Вĕсен кĕске хушша çеç чупмалла. Çапах та кăсăкли чылай пулчĕ вĕсен хушшинче, кĕрешĕвĕ те çивĕч пычĕ. Ку ушкăнра Упамсари шкул-сад команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшĕнче – Шăнкăртамсем, виççĕмĕшĕнче – Аслă Чеменсем. Ача сачĕсен активлăхĕнчен тĕлĕнмелĕх пур. Иртнĕ ăмăртуринчен виçĕ хут ытларах команда килнĕ.

Иккĕмĕш ушкăнра çемье командисем тупăшрĕç. Шел, икĕ команда çеç ер-çейнĕ эстафетăна килме. Çапах та çивĕч кĕрешÿ пычĕ вĕсен хушшинче. Макаровсем вăйлăрах пулчĕç. Вĕсен хыççăн – Камалетдиновсем.

Тĕп шкулсен шучĕ чакрĕ пулин те, кăçалхи Сывлăх кунĕнче ăмăртма вун пĕр команда заявка тăратнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула старта тăхăр шкул атлечĕсем çеç тăчĕç. Кунта çакна та каламалла: ку ушкăнра вăй виçме вăтам шкулсем те командăсем тăратнă. Хĕрÿ тупăшура Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем вăйлăраххи палăрчĕ. Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн атлечĕсем ик-кĕмĕш вырăнта, виççĕмĕ-шĕнче – Ишлĕсем.

Тăваттăмĕш ушкăнра хĕрарăмсен командисем ăмăртрĕç. Кăçал “чи пуян” ушкăн тесех калас килет кун пирки: вун тăхăр команда старт илчĕ. Ăмăрту вырăнĕ вĕсемшĕн тăвăртарах та пулчĕ. Тата çакна палăртмалла: ача сачĕсен командисем йышлă пулчĕç терĕмĕр, вĕсен воспитательницисем те спортпа туслă иккен. Тăхăр ача садĕнчен команда калăпласа старта тăчĕç вĕсем. Çивĕч тупăшура Упамса шкул-сад ĕçченĕсем мала тухрĕç. Именкасси шкулĕн хĕрарăмĕсем иккĕмĕш вырăнта, Первомайскинчи “Шуçăм” садик воспитательницисем – виççĕмĕшĕче.

Пиллĕкмĕш ушкăн – ар-çынсен. Шел, сахалрах команда хутшăнчĕ. Çапах та кĕрнеклĕ, вăр-вар çынсем чупнине пăхма хĕрарăмсен тупăшăвĕнчен кая мар кăмăллă пулчĕ. Кунта Первомайскисем чи вăйли иккенни малтанах палăрчĕ. Ытти çулсенче те вĕсем призсем илнĕччĕ. Çĕнĕ Ахпÿрт ар-çыннисем вĕсем хыççăнхи вырăнта, виççĕмĕшĕнче – Патăрьел электросеть районĕн энергетикĕсем.

Улттăмĕш ушкăнра – ял тăрăхĕсен командисем тупăшрĕç. Вуннăшĕ хутшăнчĕç эстафетăна. Кунта Çĕньялсене çитекен пулмарĕ. Первомайскисем иккĕмĕш вырăна йышăнчĕç, Аслă Чеменсем – виççĕмĕшне.

Çиччĕмĕш ушкăнра ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен командисем ăмăртрĕç. Аллă ытла вĕсем районта. Анчах тăватă команда çеç старта тухрĕ. Вĕсем – ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен. Апла пулсан спортпа ĕç юнашар иккенне вĕсенче лайăх ăнланаççĕ. Улма-çырла питомникĕн ĕçченĕсем çĕнтерчĕç ку ушкăнра. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирмин команди иккĕмĕш вырăнта, “Первомайск” кооператив – виççĕмĕшĕнче.

Саккăрмĕш ушкăнра педагогика ĕçченĕсем тупăшрĕç. Вун икĕ команда хушшинче спорт шкулĕн вăйлăрах пулчĕ – çĕнтерчĕ. Треньелсем – иккĕмĕш, Первомайскисем виççĕмĕш вырăнта.

Райадминистраци пайĕсен ушкăнĕнчи командăсен ăмăртăвĕ те кăмăллă пычĕ. Налукçăсем çĕнтерчĕç кунта, вĕрентÿ пайĕ иккĕмĕш вырăнта, шалĕçпайĕ – виççĕмĕшĕнче.

Предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ушкăнĕнче тăхăр команда тупăшрĕ. Перекет банкĕнче ĕçлекенсем çĕнтер-чĕç. Вăрманçăсем иккĕмĕш вырăнпа, коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен виççĕмĕшпе çырлахма тиврĕ

Акă, эстафета ăмăртăвĕн юлашки тапхăрĕ те çитрĕ. Вăл – чи кăсăкли, чи хумхантараканни. Вăтам шкулсем вăй виçрĕç вун пĕрмĕш ушкăнра. Вун виçĕ команда! Вĕсенче – районта, республикăра палăрнă чи вăйлă спортсменсем. Эстафетăн пĕрремĕш тапхăрĕнченех Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкулсем тата Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнчи çăмăл атлетсем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пуçланчĕ. Унтан 1-мĕш шкулпа вĕрентÿ центрĕсем ăмăрту хĕрÿлĕхне ÿстерчĕç. Вунă этап хыççăн 1-мĕш вăтам шкул спортсменĕ эстафета патаккине финиша чи малтан илсе кĕчĕ. Первомайскисем иккĕмĕш вырăнта, 2-мĕш вăтам шкул виççĕмĕшĕнче. Чыслăн та илемлĕн вĕçлерĕç вăтам шкулсен атлечĕсем кăçалхи кĕркуннехи Сывлăх кунне. Çакăнпа çуллахи спорт сезонĕ те хупăнчĕ.

Ку пысăк ăмăрту район историне те чыслă çырăнса юлма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен Сывлăх кунне 109 команда хутшăнчĕ. Кун пекки пулманччĕ-ха! 90 таран пулнă. Ăмăртусене çÿллĕ шайра йĕркелени, Ф.Фазуллин комментаторăн чĕрĕ сăмахĕ, суту-илÿ ĕçченĕсем сăйлани – Сывлăх кунĕн чысне тата çĕклерĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 октября 2006
00:00
Поделиться