Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулнă ун пек мăнастир

 Петр Пантелеймонович Таллеров çырнă "Возжена свеча не усыпной молитвы" кĕнекене алла илсе вуланă хыççăн, чунăма пуçри шухăшсем канăçсăрлантарма пикенчĕç. Кĕнекере вăл Кĕтне шывĕ хĕрринчи Ирçе Çармăс (Йĕпреç районĕ) ялĕнчен 5-6 çухрăм инçĕшĕнче, 1903 çулта Турă амăшĕн "Николо-Иверская" иконĕ ячĕпе никĕсленнĕ хĕрарăмсен мăнастирĕн кун-çулĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Темшĕн, мана та çак мăнастирĕн кун-çулĕ кăсăклантарчĕ. Сăлтавĕ пурах çав. Çак мăнастирте пирĕн ялтан - Ишлĕрен тата таврари ялсенчен манашкăра пурăннă çынсен шăписем çинчен кăштах çырса кăтартас килчĕ.

Тĕпрен илсен, хĕрарăмсен мăнастирĕн кун-çулĕ вăрăмах пулман. Çапах та вăл таврари ялсенче курăмлăхĕпе, хисепĕпе палăрса тăнă.

Ăна иртнĕ ĕмĕрте, 1903 çулта уçнă, 1921 çулта июлĕн 20-мĕшĕнче вăл хупăннă. Çак вун тăхăр çул хушшинче мăнастирти матушкăсем (игуменьăсем) Анна, Татьяна, Валентина тăрăшнипе тата таврари ялсенчи çынсем пулăшнипе кунта кĕлĕсем ирттерме чиркỹ, пурăнмалли çурт-йĕр, выльăх усрамалли хуралтăсем лартма, тĕш-тырă акса илмелĕх çĕр лаптăкне анлăлатма пултарнă. Пурнăçĕ вăрманта аталаннине пула, хурт-хăмăр çемйисене те çулсеренех ỹстерсе пынă.

Октябрьти революци хыççăнхи çулсенче мăнастирти манашкăсен пурнăçĕ япăх еннелле улшăнма пуçланă. Тĕрĕссипе, мăнастире 1919 çултах хупма йышăну тунă, анчах манашкăсем 1921 çулчченех пурăннă. Юлашкинчен вĕсене унтан хĕссех кăларнă та пурлăха çырса шута илсе халăха вĕрентес ĕç пайне панă, тăлăх ачасен çурчĕ туса хунă. Ĕç алли кирлине пула, хăш-пĕр манашкисем ача çуртнех вырнаçнă. 1930 çулта ача çуртне Комсомольскине куçарсан, кунти мăнастирти пурнăç сỹнсех ларнă. Ĕçе вырнаçайман манашкисем икшерĕн, виçшерĕн Кĕтне шывĕ тăрăх саланса кайса хỹшĕсем туса, кунĕн-çĕрĕн кĕлĕсем ирттернĕ.

Мăнастирте 60 манашка таранах пурăннă пулнă. Вĕсенчен пĕри, Уçук аппа, Ишлĕ ялĕнчен, Пăлапуç Нурăс ялĕнчен Хвакля аппа. Тата Пăлаçи Атăкран, Каншелĕнчен, Шурут ялĕнчен те пулнă.

Эпĕ çак çынсен пурнăç шăпипе кăсăкланса Ишлĕре пурăнакан Федосия Никитинăран хăйĕн каяллахи виççĕмĕш сыпăкри аппăшĕн Ксения Никитинан пурнăç шăпи çинчен каласа пама ыйтрăм.

Вăл мана "Ун пурнăç шăпипе кăсăкланатăн пулсан, малтан вĕсем пурăннă, хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă вырăна кайса курмалла", - терĕ. Çак кунсенчех мана унта илсе кайса кăтартма пулчĕ. Чăваш куçпа курнине тытсах пăхасшăн тенĕ евĕр, эпĕ хаваспах килĕшрĕм.

х х х

2006 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче тул çутăличченех çула тухрăмăр. Эпĕ унта хăçан кайнине тĕрĕс кăтартас терĕм, мĕншĕн тесен хĕрарăмсен мăнастирне уçнăранпа 103 çул çитнĕ. (Апла пулин те унти хăш-пĕр хуралтăсен вырăнĕсем питĕ аван упранса юлнă. Эпĕ çырнă хăйлавăм пулас ăрушăн та кирлĕ япала пулса юлма пултарать. Тен, малашлăхри ăрури çынсем те çак вырăна кайса курас тейĕç).

Эпир Федосия Никитинăпа çичĕ сехете Йĕпреç районне кĕрекен Малиновкăна çитрĕмĕр. Кăштахран кĕтнĕ автобус килсе çитрĕ. Вăл Çăкалăх-Йĕпреç маршрутпа çỹрет. Часах "Кармалы -Ирçе Çармăс" чарăнура анса юлтăмăр.

Пирĕн малалла çуран утма тиврĕ. Эпир Ирçе Çармăс ялĕнчен хăйăрлă çулпа 5-6 çухрăм çурçĕр хĕвелтухăç еннелле утнă хыççăн Кĕтне шывĕ çывăхне çитрĕмĕр. Çул тăрăх утасси пĕрре те кичем пулмарĕ, мĕншĕн тесен мана кăсăклантаракан ыйтусем çине Хветуç туллин хуравласа пычĕ. Ун калаçăвĕ çула та кĕскетрĕ тейĕн. Акă мĕн каласа пачĕ вăл:

-Пирĕн Ишлĕ ялĕнче манăн мăн асатте, Никифор ятлăскер, пурăннă. Унăн ывăлĕ (ку ман асатте пулать), Мĕкĕте, ашшĕ килĕнче Хветуç ятлă мăшăрĕпе пурăннă. Хетуçăн ĕмĕрĕ вăрăм пулайман. Вăл пĕрремĕш ачине çуратсан, кăштахран чире кайса вилет. Унран шăпах хĕр ача - 1896 çулта çуралнă Уçук аппа тăлăха тăрса юлать. Тăлăх хĕре, тĕпрен илсен, аслашшĕ Никифор пăхса ỹстерет. Çамрăк Мĕкĕте часах тепре авланать. Мăшăр тума Чăваш Çармăс ялĕнчен Марфа ятлă хĕре суйласа илет. Марфăпа Мĕкĕтен тата Дария, Федот, Иссак ятлă ачасем çуралаççĕ. Часах çак ачасен хушшинче Уçук ытлашши пулни палăрать. Çакă вăл пурнăç, самана йывăррипе уйрăмах сисĕннĕ. Ĕлĕк хĕр ача çуралсан, уншăн çĕр те паман. Пĕринче Уçука, 7 çула çитнĕскере, аслашшĕ, Никифор, Кĕтне шывĕ хĕрринче уçăлнă хĕрарăмсен мăнастирне лашапа леçсе ярать. Кунта пĕчĕк хĕрĕн пултарулăхне часах асăрхаççĕ. Ĕçе кайма çамрăк тесе юрлакансен ушкăнĕнче хăвараççĕ. Сасси питĕ илемлĕ хĕр кĕске вăхăтрах псаломщица пулса тăрать. Вăхăт иртнĕ-çемĕн пĕве çитнĕ Уçук аппа Хирти Пăва ялĕнчен ашшĕ кỹрсе янă 17 çулхи Маша Софроновăпа çывăх паллашать.

Çак мăнастирте тата Пăлапуç Нурăс хĕрĕ Хвакля аппа (Фекла Семеновна Лыскова) пурăннă. Ăна Васили Симунĕн хĕрĕ тенĕ. Хвакля аппа пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен Пăлапуç Нурăс ялĕнче пурăнакан Анися Захаровăпа калаçса пăх, - терĕ Хветуç хăйĕн сăмахне вĕçлесе.

х х х

Малалла утатпăр, пĕри те сăмах чĕнмест. -Часах çитетпĕр, - терĕ Хветуç.

-Авă, куратăн-и пĕвеллĕ шыва? Ку вăл мăнастирĕн арман пĕви пулнă, - терĕ çыранпа тан тулли пĕве еннелле аллине тăсса.

Çапла, Федосия Никитинăпа кăштах утсан Кĕтне хĕрнех çитрĕмĕр. Кунта илемлĕх тĕнчи тухса тăчĕ. Çулла тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, пыл хурчĕсем сĕрлесе вĕçнине чунпа туйса илтĕм. Халĕ вĕсене кĕрхи çанталăк илемсĕрлетнĕ те кичемлĕх парнеленĕ.

Чи малтан арман пĕви патне пытăмăр. Шыв çийĕ симĕсленнĕ, тăкăннă çулçисем пĕвен лăпкăлăхне упраççĕ. Мăнастирĕн шыв арманĕ те пулнă. Кунта çывăхри ялсенчен тĕш тырă авăртма çỹренĕ. Уйрăмах мăнастиртен инçех мар, пĕр вăхăталла никĕсленнĕ ялтан. Ялĕнче пурĕ те 9 кил çеç ларнă. Ку яла Çутă Çармăс тенĕ иккен. (Каласа хăварар ял шăпи çинчен. 1921 çулта мăнастире хупсан, ку ял çыннисем, хăшĕ Чăваш Çармăса, хăшĕсем урăх яла, тăванĕсем пур яла куçса пĕтнĕ теççĕ).

Тепĕр çĕре пыратпăр. Кунта палăрмаллах упранса юлнă подвал. Ку вăл - час пăсăлма пултаракан апат çимĕçе упрамалли нỹхреп. Унтан пусă патне пытăмăр. Пусси тĕлĕнмелле, йывăçран тунă пурисем те чиперех. Кунта йывăçран хĕрес лартнă тата каштаран карта тытса çавăрнă. Ларса канмашкăн сакки те пур. Кусене пĕр-пĕр ырă чунлă çын хальтерех тунă пулас. Тĕлĕнмелле: çак сăваплă вырăна халĕ те çынсем килсе çỹреççĕ-ха.

Мăнастир вырăнĕнче çỹренĕ чухне чĕрере темĕнле ырă туйăм амаланнине туятăн.

Пурăнмалли çурчĕсем йăлтах пĕтнĕ. Вырăнĕсем çеç кăштах хăпарса тăраççĕ.

Акă, чиркỹ пулнă вырăн. Кунта темшĕн йывăçсем шăтса ỹсмен. Пĕр-икĕ хыр çеç тунсăхлăн мăнастир çĕнĕрен уçăласса кĕтнĕ евĕр лараççĕ. Кунта та йывăçран тунă хĕрес, ăна Николай-Тĕлĕнтермĕш святой ячĕпе лартнă. Чиркỹ вырăнĕнче кăштах тăнă чухне ура айĕнче хытă япала пуррине туйса туртса кăлартăм та ку кирпĕч иккенни палăрчĕ. Чиркĕвĕ юман пукансем çинче ларнă. Ăна вутăпа хутса ăшăтнă. Апла пулсан ку кирпĕч кăмакаран юлнă.

Малалла мунча, тепĕр пусă вырăнне пăхрăмăр, юлашкинчен - масар вырăнне. Кунта та çĕнĕ хĕрес. Унчченхи хĕресĕсем пĕри те упранса юлман. Юрать-ха, кунта вилсе канлĕх тупнă çынсен ячĕпе пĕр хĕрес пур. Масар çине çитсен мана ертсе çỹрекен Хветуç, Уçук аппăшĕн çулĕпе кайнăскер, кунта пытарнă вилнисен ячĕпе кĕлĕ вуларĕ. Вăл Уçук аппăшĕн пилĕпе тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнать. Чиркỹсене яланах пулăшать. Çĕнĕрен тăвакан чиркỹсем валли те хăйĕн тỹпине хывать.

Кĕлĕ пĕтсен кунта юхса выртакан таса шывпа çăвăнтăмăр. Çак сăваплă вырăнти шывăн сиплĕхĕ те пур пек туйăнчĕ. Тырă акнă вырăнсенче 60-70 çулхи хырсем ỹсеççĕ. Çак кунах эпир мăнастир вырăнĕнче 100 çул каялла тунă япаласем чиперех упранма пултарнишĕн тĕлĕнсе пуян шухăшпа киле çитрĕмĕр.

х х х

Ман шухăшăмра - малаллахи тĕпчев. Çак манашка пулнă Уçук аппан, Маша аппан, Хвекля аппан малашнехи пурнăç шăпи еплерех пулнă-ха?

Пăлапуç Нурăсра пурăнакан Анисия Захаровăпа калаçатăп. Вăл Хвакля аппан йăмăкĕн хĕрĕ, 76 çула çитнĕ, çапла аса илчĕ:

-Мăнастир хупăннă хыççăн, пирĕн аппа тĕрлĕ çĕрте пурăннă. Киле те килнĕччĕ. Килте чухне сад пахчинче кĕлĕ тунине илтсе пĕлтерекен пулнă пулас, милицисем килсе тытса кайрĕç. Ăна икĕ çуллăха Çĕрпỹ тĕрмине хупса хунă. Хăй таврăнсан каланă тăрăх, тĕрмере мăнастирте вĕсемпе пулнисем татах ларнă. Вĕсене унта сивĕре выçлă-тутлă усранă, тумтирсем пулман, вăрман каснă çĕрте ĕçлеттернĕ. Хăш çулта çуралнине калаймастăп. Ватăлса çитсен хам пата илсе килтĕм, ман патра вилчĕ, 1987 çулта. Нурăсри масар çине пытарнă. Вăл пĕр тапхăр Ишлĕре Захар Микулин Пети патĕнче те пурăннă. Яланах ирĕккĕн чиркĕве çỹремелли вăхăта кĕтетчĕ, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Анисия Захарова.

Малаллахи сăмах Уçук аппа çинчен пулĕ. Вăл мăнастиртен тухса кайсан Комсомольски районĕнчи Çĕрпỹел чиркĕвне вырнаçать. Кунта Маша Софроновăпа çĕнĕрен тĕл пулаççĕ. Пурнăç хĕсĕнсе пынипе икĕ манашка - Уçук аппапа Маша аппа - Ишле килеççĕ. Каллех тĕн йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнаççĕ. Хỹтлĕхсĕр манашкăсене Уçукăн ашшĕ хăйĕн вăрманти утар çуртне вырнаçтарать, утарне тепĕр çĕре куçарать. Тĕне хирĕçле самана хĕснипе манашкăсен утар çуртĕнчен те тухса кайма тивет. Тĕн йĕркине халăх хушшине сараççĕ тесе Маша аппана вунă çула Çĕрпỹ хулине илсе кайса хупаççĕ. Вăрман каснă çĕрте ĕçлет. Пĕррехинче Маша аппа йывăç айне лекет. Питĕ хытă сусăрланать, ĕçе юрăхсăр çын пулса тăрать. Çапах та вăхăт çитмесĕр киле ямаççĕ. Çак тапхăрта Уçук аппа ырă çынсене пула тĕрмерен хăтăлса юлнăскер, сухăр юхтарнă, чăпта çапнă çĕрте ĕçлет. Йывăр ĕçсенче нушаланса та хăй тĕне чунтан парăннине манмасть. Хĕллехи вăхăтра ашшĕ килне те килсе пурăнать. Ун чухне, çынсем курасран, ĕне хупакан витере кĕлĕ юрласа çỹлти аттемĕртен пулăшу ыйтать. Витере кĕл тунине шăллĕн ачисем вăрттăн сăнаççĕ.

Вунă çултан самана йывăрлăхне тỹссе ирттернĕ Маша аппа Ишлĕ ялне Уçук аппа патне таврăнать. Сусăрланнă юлташне Уçук аппа тĕртсе яман, пĕрле Куçма карчăкĕ Клавье аппа патне вырнаçаççĕ. Клавье аппан та пỹрчĕ пĕчĕккĕ, тăвăр. Çакна курса, ырă çынсем манашкăсене Клавье аппан картишне мунчаран кăштах пысăкрах пỹрт лартса параççĕ. Çак тапхăрта самана манашкăсене хĕсессине кăштах йăвашлатать. Тинех ирĕккĕн сывласа яраççĕ Маша аппапа Уçук аппа.

Таврари ялсенче чиркỹсем сахалланса юлнипе тĕне ĕненекен халăх çак пĕчĕк пỹрте пухăнма пикенет. Тĕн типпине, уявĕсене яланах халăх йышлăн пухăнса кĕлĕсемпе ирттереççĕ.

Çак çуртра Маша аппапа Уçук аппа хăйсен юлашки кунĕчченех шанăçа çухатмасăр тĕн ирĕклĕхĕ çитессе кĕтсе пурăннă. Уçук аппа 73 çула çитсе, 1969 çулта, вилет. Ăна Ишлĕ масарĕ çине пытараççĕ. Маша аппа тата 6 çултан 79 çула çитсе вилет. Тата ултă çулне сусăрлă Маша аппа çынсен пулăшăвĕпе пурăнать.

х х х

 ... Кĕтне шывĕ çинчи мăнастир 1921 çулта хупăннă терĕмĕр. Унăн пĕчĕк çеç çурти йăлтах сỹнмен пулнă иккен. Çак çурта чĕрĕлсе çутални 2001 çулта çĕнĕрен Комсомольски районĕнчи Шурут ялĕнче курăнать. Кунта Магдалина матушка тăрăшнипе, Кĕтне çинчи мăнастир ячĕпе çĕнĕрен "Николай-Тĕлĕнтермĕш-Иверски-Турă амăшĕн" ячĕпе хĕрарăмсен мăнастирĕ уçăлать. Чиркĕве нумай асапланнă сиплевçĕ Пантелеймон ячĕпе пĕр çул хушшинчех йĕркене кĕртеççĕ.

Вулакана ăнланмалларах пултăр тесе, Пăлапуç Нурăсĕнчи Хвакля аппан кил-çурчĕ ăçтарах пулнине те каласа хăварас. Вăл халĕ Сергей Юркин пурăнакан вырăнта ларнă. Тата унăн тăванĕ Маша аппа пур, Василий Ильин мăшăрĕ. Уçук аппан çуралнă тăван килĕ халĕ Василий Скоблевсем пурăнакан вырăнта пулнă. Çак çуртранах Мĕкĕтен Иссак ятлă ывăлĕ çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Вăл 1942 çулта Новгород облаçĕнчи Циблово ялĕ патĕнче вилнĕ, унтах пытарнă. Ашшĕнчен тăлăха виçĕ ачи юлнă. Амăшĕн те пурнăç çулĕ вăрăм пулман. Хăр тăлăха юлнă ачасем хăйсемех пурнăç çулĕ çине тухнă. Халĕ пĕр хĕрĕ çеç, Санюк, хулара пурăнать. Чунĕ туртнипе, яла пурăнма килес ĕмĕчĕ канăçсăрлантарать ăна.

Манашкăсем пурăннă пĕчĕк пỹрт халĕ Варвара Степанова пурăнакан хуçалăхăн картишĕнче пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 октября 2006
00:00
Поделиться