Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта-министерство кунĕ

 Октябрĕн 18-мĕшĕнче районта Чăваш Республикинчи Гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн представителĕсем пулчĕç. Чăн малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов асăннă комитет председателĕпе В.Петьковпа тĕл пулса калаçрĕ, унта министерство кунĕн тĕллевне сỹтсе яврĕç.

Министерство кунĕн тĕп теми - Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2007 çул валли республика бюджечĕ çинчен" саккун проектĕнчи бюджет политикин тĕп енĕсем тата Республика Президенчĕн патшалăх çĕр кадастрне тата куçман пурлăха шута илес тĕлĕшпе хушма мерăсем йышăнмалли, Чăваш Республикинче ĕç укçине ỹстермелли хушма мерăсем çинчен калакан Указĕсене мĕнле пурнăçласа пыни, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлав итогĕсем.

Министерство кунĕнче район пуçлăхĕ Н.Глуховпа В.Петьков Шăнкăртам ял тăрăхĕнче кунти вăтам шкул коллективĕпе тĕл пулчĕç, маларах асăннă Указсен пĕлтерĕшĕ пирки сỹтсе яврĕç. Çавăн пекех министерство кунне хутшăннисен ушкăнĕ Турхан ял тăрăхĕнче пулса урамсене тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçленипе паллашрĕ.

Районти ытти информаци ушкăнĕсем Тăрăн, Ыхра Çырми, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Тутар Сăкăт, Алманчă ял тăрăхĕсенче пулнă, халăхпа курса калаçнă, социаллă сфера объекчĕсене çитнĕ, чрезвычайлă лару-тăруран, пушартан тата ытти хăрушлăхран асăрханас ыйтусене хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2006
00:00
Поделиться