Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районшăн - тепĕр çĕнĕлĕх

 

Район летопиçĕнче истори пĕлтерĕшлĕ самантсем пайтах. Кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕ район çыннисемшĕн тепĕр истори пĕлтерĕшлĕ кун пулса юлчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов тата ЧПУ ректорĕ Л.Кураков академикăн пĕрлехи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, çак кун Чăваш Ишек ялĕнчи Пĕлỹ çурчĕн никĕсĕ çинче аслă шкул умĕнхи вĕрентỹ хатĕрленĕвĕн центрне уçрĕç. Кунта хамăр районти тата ытти регионсенчи вун пĕрмĕш класра вĕренекен 90 ача аслă вĕрентỹ шкулĕсенче пĕлỹ пухма хатĕрлерĕç. Асăннă Пĕлỹ çуртне 2000 çулта Л.П.Кураков ентешĕмĕр тăрăшăвĕпе тата хавхаланăвĕпе хăй çуралса ỹснĕ вырăнта уçнă. Çавăнтанпа кунта çулсеренех лицеист-ачасем вĕренеççĕ.

-Çак хăтлă та малашлăхлă шкулта эсир пысăк хавхаланупа вĕренессе шанас килет. Пĕлỹ çуртĕнче чи-чи лайăх вĕренекен лицеистсем пулни те кăмăллă. Кайран вĕсенчен пурте тенĕ пекех Чăваш патшалăх университетне е ытти аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ. Паян Патăрьел çамрăкĕсемшĕн, манăн пĕчĕк çĕр-шывшăн, аслă пĕлỹ тĕнчине туртăнмалли, ăнтăлмалли тепĕр çул уçăлнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп. Пулас студентсем валли кунта пурте çителĕклĕ: Пĕлỹ çуртне газ кĕртнĕ, пỹлĕмсене хальхи компьютер техникипе пуянлатнă. Кунтах пуян библиотека фончĕ, наукăпа тĕпчев лабораторийĕ пур. Вĕренекенсене ЧПУн чи лайăх преподавателĕсем пĕлỹ параççĕ. Манăн тĕллев - вырăнсенче пысăк квалификациллĕ специалист пулас ĕмĕтлисене пулăшасси, вĕсен çулне уçасси, - терĕ Лев Пантелеймонович вĕренекенсемпе вĕрентекенсене пĕлỹ каçалăкĕнче ăнăçу сунса.

Çĕнĕ вĕрентỹ-хатĕрленỹ центрĕ уçнă çĕре Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕсем, ЧПУн Патăрьел филиалĕн директорĕ Л.Лялина, ЧПУн Канаш филиалĕн директор çумĕ М.Верзакова, Пĕлỹ çурчĕн директорĕ А.Викторов, районти вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Аслă шкула вĕренме кĕмелли хатĕрленỹ центрĕ ачасене экономика, медицина, инженерла-техникла, гуманитари ăслăлăхĕсем енĕпе хатĕрлĕ. Çак кунах компьютерпа ĕçлеме хăнăхас енĕпе те ятарлă курс уçрĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2006
00:00
Поделиться