Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыр çанталăк пăсăлать, хуçалăхсене васкатать

Çанталăк самаях сулхăнлатрĕ. Малашне хĕвеллĕ те типĕ пуласси те иккĕленỹллĕ. Кĕрхи сивĕ те çумăрлă кунсем çитĕнтернĕ тухăçа пỹлмене кĕртме чăрмантараççĕ. Анчах темле йывăр пулсан та тар тăкса пăхса ỹстернĕ пахча çимĕçе, сахăр чĕкĕнтĕрне пуçтарса кĕртмеллех. Хуçалăхсем çакна асра тытса кашни меллĕ самантпа усă курма тăрăшаççĕ.

"Иккĕмĕш çăкăрăн" тухăçĕ пысăк

Çĕр улмине 1216 гектар çинче лартса ỹстернĕ. Тухăçлă çитĕннĕ вăл, 26900 тонна тухнă. Пĕлтĕрхинчен 5 пин тонна ытларах. Районĕпе - кашни гектартан 221 центнер, "Труд" хуçалăхра 313 центнер, "Батыревский" хуçалăхра - 320, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче - 275, "Истокра" - 260, "Гвардеецра" - 250, "Малаллара" 252 центнер туса илнĕ. "Звезда", "Красное знамя" хуçалăхсенче те аван.

Хальхи вăхăтра хуçалăхсенче сахăр кăшманĕ кăлараççĕ. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче ку ĕçе вĕçленĕ те ĕнтĕ. Тухăçĕ - гектартан 300 центнер. "Первомайск", "Малалла" хуçалăхсенче тата та пысăкрах - 361 центнер. "Истокра" çак культурăна 200 гектар çине акнă, 100-шне пуçтарса кĕртнĕ. Тухăçĕ те пĕчĕккĕ мар, гектартан - 355 центнер. Районĕпе илсен вăтам тухăç 263 центнер.

Выльăх кăшманĕ кăларассине те ăнăçлă вĕçленĕ.

Ĕçлен вăй хурса, нỹхреп тулли купăста

Пахча çимĕç пуçтарса кĕртесси малалла пырать. Кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ, купăста касаççĕ. "Малалла", "Первомайск" хуçалăхсенче ку ĕçсене вĕçленĕ. Вăтам тухăç - 251 центнер. "Малалла", "Звезда", Ленин ячĕллĕ, "Красное знамя", "Югель" хуçалăхсенче пахчаçимĕç тухăçĕ самаях пысăк.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 октября 2006
00:00
Поделиться