Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыв ыйтăвĕ татăлать

 Юхма ен тăрăхĕнче пурăнакансем ĕçмелли пахалăхлă, таса шыв пирки сахал мар ĕмĕтленнĕ. Кĕтни тинех çитетех: пахалăхлă шыв ыйтăвĕпе ĕçлесси кунсерен вăйланса пырать. Иртнĕ эрнере район пуçлăхĕ Н.Глухов тата "Альтаир-1" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Р.Миначев Кзыл Чишма ялĕнчи халăха ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерекен объекта тунă çĕре çитсе курнă, ĕç-хĕлпе паллашнă. Октябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне ку ялта асăннă пĕрлешỹ 4 пин метр шыв пăрăхĕ хунă. Çынсем колонкăри шывпа халех усă курма пултараççĕ. Хальлĕхе вăл шыв башнинчен килет. ЧР Президенчĕн "Чăваш Республикинчи халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли хушма мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, халь тăвакан шыв пăрăхĕ Хырла шывĕнчен килекен шыв пăрăхĕпе çыхăнмалла.

Татмăш ялне пахалăхлă шывпа тивĕçтерес ĕçсем те вĕçленнĕ. Кунта та "Альтаир-1" тулли мар яваплă пĕрлешỹ подрядчик пулнă. 2006 çулта ялта 850 метр шыв пăрăхĕ хунă, кăшăл вырнаçтарассипе 1,3 миллионлăх ĕç тунă.

Сăкăт ялĕнче 1,1 километр шыв пăрăхĕ хунă, шыв валеçекен колонкăсен пуссине тата пушар гидрантне тунă.

"Чувашгипроводхоз" институтĕнче Первомайски, Нăрваш Шăхаль, Ыхра Çырми, Тутар Сăкăт ялĕсене пахалăхлă шывпа тивĕçтермелли тата Хырла шывĕпе ушкăнпа усă курмалли проектсене тăвасси малалла пырать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 октября 2006
00:00
Поделиться