Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паянхи ыйтусене сỹтсе явнă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов структура подразделенийĕсен руководителĕсен черетлĕ канашлăвĕнче чăн малтанах районта хутмалли тапхăр мĕнле пыни çинчен калаçу пуçарнă. Кунтах вырăнти ял тăрăхĕсенче йывăç кунне мĕнле йĕркелесе ирттернине сỹтсе явнă. Тирпей-илем пирки калаçу пуçарнă чухне автомобиль çулĕсен хĕррине тирпейлесси, çỹп-çапсене кирлĕ вырăна илсе тухасси пирки те ыйтăва çивĕчлетнĕ.

Çанталăк сивĕ еннелле сулăннă май, яланхи пекех грипп чирĕ сарăлас хăрушлăх пур. Канашлура çавăн пекех ачасене В вируслă гепатита тата хĕрлĕ шатрана хирĕç вакцинаци тума пикенни пирки те каланă.

Чылай чухне кĕркунне обществăлла витесенчен выльăх-чĕрлĕх çухалать. Çакнашкал çитменлĕхе вырăнсенче пĕтерес, преступлени тăвакансене чакарас тĕллевпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлеççĕ.

Канашлура районти демографилле лару-тăру пирки те пĕтĕмлетỹ тунă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тăватă ача сахалтарах çуралнă (293), çав вăхăтрах 22 çын ытларах вилнĕ (483 çын).

Структура подразделенийĕсен руководителĕсемпе ачасен кĕркуннехи-хĕллехи канăвĕ, ял хуçалăх ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕле хатĕрлес, çул-йĕр строительстви тата ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 октября 2006
00:00
Поделиться