Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ватлăх пăхнăшăн куçран, ытла хытă ан кулян

 Районти социаллă хỹтлĕх пайĕпе социаллă хỹтлĕх центрĕ ваттисен кунне чылай малтан хатĕрленме пуçларĕç. Ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе пĕрле ватăсем мĕнле пурăннине тишкерсе тухрĕç, 456 ветеранпа курса калаçрĕç. Нушаллăраххисене республика бюджетĕнчен пĕр хутчен пурлăх тĕлĕшпе пулăшу пачĕç. 114-шне кил-çурт юсама пулăшу кỹчĕç. Мĕн пурĕ 85 пин тенкĕлĕх.

Ваттисен çуртĕнче çеç мар, пур çĕрте те ватăсене чысласа тĕл пулусем, чей сĕтелĕ йĕркелерĕç. 406 ватă çынна 27,7 пин тенкĕ укçа, 21.7 пин тенкĕлĕх парне, 33.3 пин тенкĕлĕх апат-çимĕç пачĕç. Район администрацийĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн кун пек уяв "Нива" ресторанта иртрĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ Н.Глухов саламларĕ.

Патăрьелĕнчи социаллă хỹтлĕх центрĕнче шашка-шахмат турнирĕ пулчĕ. Кзыл Чишмари М.Абдуллин - пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи Н.Трофимов - иккĕмĕш, Тутар Сăкăтĕнчи А.Алимов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

 Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра "Кĕрхи" çула çитнисем" кану каçĕ йĕркелерĕç. Сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 10-мĕшĕччен "Ватлăх-савăнăç" кĕнеке выставки ĕçлерĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăра Уçă алăксен вунă кунлăхĕ иртрĕ.

Ваттисен кунĕ участокри, çемье практикин офисĕн врачĕсем ваттисен çурчĕсенче пулса кунта вăхăтлăх пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслерĕç.

Ваттисен çурчĕн хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕçĕн, чечексен выставки кăшт маларах иртрĕ. Унта Туçасем çĕнтерчĕç, Хисеп грамотипе хаклă парнене тивĕçрĕç.

Ватăсен пурнăçне çутатса паракан материалсем район хаçатĕнче пичетленсех тăчĕç.

Ваттисен кунĕ умĕн "Волшебница" парикмахерскинче 9 çын, мунчара 42 çын тỹлевсĕр çăмăллăхпа усă курчĕ. Уява савăнăçлă лару-тăрура ирттерме республика бюджетĕнчен 42 пин тенкĕ уйăрнă. Пенси фончĕ, спонсорсем нумай пулăшнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2006
00:00
Поделиться